Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕп библиотекăна – 100 çул

Тĕп библиотекăна – 100 çул

Асăмрах тĕп библиотека 80 çул тултарни. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче паллă поэтăмăр А.С.Пушкин çуралнăранпа 200 çул çитнине тĕпе хурса уявланăччĕ çав куна. Унтанпа сисĕнмесĕрех 20 çул иртсе те кайрĕ.

XXI ĕмĕрте Елчĕк ен халăхĕн пурнăçĕ чылай вăй илчĕ, аталанчĕ: районти пур яла та газ çитрĕ, никĕс шкулсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем уçăлчĕç, пур яла та хытă сийлĕ çулсем çыхăнтарчĕç…

Ăçтан пуçланса кайнă-ха районти библиотекăсен кун-çулĕ? Упранса юлнă аса илÿсемпе документсенчен çакă курăнать: 1918 çулхи ака уйăхĕнче Теччĕ уесне кĕрекен Кĕçĕн Елчĕк ялĕнче культурăпа çутĕç обществине йĕркеленĕ. Елчĕкри парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, каярахпа обком секретарĕнче ĕçленĕ Яков Андреевич Андреевран юлнă аса илÿ çакна хыпарлать: «Елчĕк ялĕнче 2 хутлă, 300 вырăнлă, нумай пÿлĕмлĕ Халăх çурчĕ тума шутласа никĕс хывнă. Унта вулав çурчĕ, спортзал, ача-пăча библиотекисем тума палăртнă. 1919 çулта Елчĕк халăхĕ валли Теччĕри халăха вĕрентекен пай уесри тĕп библиотекăран чылай кĕнеке тата рояль уйăрса панă. Вара Елчĕкре вулав çурчĕ уçнă. 1920 çул тĕлне Елчĕк тăрăхĕнче 5 вулав çурчĕпе 2 «хĕрлĕ кĕтесре» 9948 кĕнеке пулнă».

Анчах та тĕрлĕ сăлтава пула халăх çурчĕ çĕкленсе ларайман. Унăн 1921 çулта тунă пайне салатнă, стройматериалсене ытти çĕрте усă курнă. 1925 çулта вара Елчĕкри тĕп библиотекăна районти тĕп библиотека статусне панă. Упранса юлнă библиотека паспортĕнчен çакă паллă: «1949 çулта библиотека Сад урамĕнчи 8-мĕш çуртра вырнаçнă. Ăна каçхи тата çĕрлехи вăхăтсенче керосинпа çутатса тăнă, кăмака хутса ăшăтнă. 21 хаçат, 12 журнал çырăннă».

Районти тĕп библиотекăна тĕрлĕ çулсенче Л.Лисова, В.Сидорова, А.Миллин, В.Беляева ертсе пынă. 1978 çулта районти библиотекăсене пĕрлештерсе 1 библиотека тытăмне йĕркеленĕ. Ертÿçĕ пулма ача-пăча библиотека заведующине, ĕçшĕн çунакан хастар общественницăна А.Салабайкинăна шаннă. Каярахпа тĕрлĕ çулсенче вулавăша Л.Иванова, Г.Кузнецова, Л.Зайцева ертсе пынă. Альбина Ксенофонтовна тăрăшнипе 1981 çулта библиотекăн çĕнĕ çуртне хута янă. Кунта строительсемпе пĕрле библиотекарьсем те вăй хунă.

Кăçал культура сферинче нумай çĕнĕлĕх кĕтетпĕр. Патшалăх библиотекăсене аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать-ха, çапах та çÿлтен тăтăшах пулăшасса шанса ларни çителĕксĕр. Хамăрăн та çаврăнăçулăх, хастарлăх кăтартмалла, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле.

Вулакансен пĕр йышĕ библиотекăна хаçат-журналпа паллашма пырать. Теприсем çыравçăсемпе иртекен тĕл пулусене хапăллаççĕ, çĕнĕ кĕнекесем кĕтеççĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн çу уйăхĕнчи указĕсене пурнăçласа республикăра пурăнакансен пурнăç шайне çулсерен лайăхлатса пыма тăрăшаççĕ. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре пурăнакансем Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче пулăшу ĕçĕсен нумай тĕсĕпе электрон мелĕпе туллин усă кураççĕ. Иртнĕ ĕмĕрте компьютер хатĕрĕсемпе çамрăксем ытларах туслашнă пулсан, паян аслă ăрурисем те вĕсемпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Ку енĕпе районти библиотекăсем те пысăк ĕç туса ирттереççĕ, – шăпах вĕсем пенси çулĕнчисене компьютер хатĕрĕпе усă курма хăнăхтараççĕ. Вăхăт таппипе тан утма тăрăшакан вулакан ăна çăмăллăн алла илет.

Пурнăç вăл пĕр вырăнта тăмасть, малаллах шăвать. Кун-çул уттинчен юлмасăр, вăхăтлăх йывăрлăхсене çĕнтерсе библиотека ĕçченĕсене халăхпа власть хушшинчи çыхăну тата та çирĕплентĕр, уççăнлăх принципĕ вăй илтĕр тесе ĕçлеме йыхравласа каласшăн. Хисеплĕ библиотека ĕçченĕсемпе вулакансем, вулавăш ветеранĕсем! Эпир сире районти тĕп библиотекăн 100 çуллăх тапхăрĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр!

Библиотека кирек хăçан та халăх ăс-хакăлĕпе тавра курăмне, культурине аталантарас, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вулавăш ĕçченĕсем хăйсен ĕçне чунтан парăнса вулакансене куллен кăсăклă хыпарсемпе, пуян содержаниллĕ кĕнекесемпе савăнтарсах тăраççĕ. Тăван чĕлхене, культурăна, чăваш халăх йăли-йĕркине сыхласа, упраса тата пуянлатса пырас тĕллевпе малалла ăнтăлатпăр эпир. Тĕп библиотека 100 çул тултарас умĕн вулакансемпе, районти библиотекăсенче тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ ветерансемпе пĕрле «Елчĕкри тĕп библиотека: ĕнер, паян, ыран» аса илÿсен брошюрине кăларма палăртнă. Çавна май çак ĕçпе кăсăкланакансенчен тĕрлĕрен материалсем кĕтетпĕр, вĕсене краеведени уйрăмĕнче йышăнатпăр.

Л.ЗАЙЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code