Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Студент, спортсмен

Студент, спортсмен

Елчĕк шкулĕнче спортра палăрнă ачасем аслă шкулсене вĕренме кайсан та сывă пурнăç йĕркине çирĕппĕн тытса пыраççĕ.

Тÿскел каччи Александр Степанов вăтам шкул пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне энергетика факультетне вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курс студенчĕ вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех спортпа туслă. Вăл хутăш мăшăр кĕрешÿсемпе кăсăкланать. Пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухне 56,7 килограмлă атлетсем хушшинчи тупăшура Мари Элта иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче республика шайĕнчи ăмăртура пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code