Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Экспорта тухасшăн

Экспорта тухасшăн

Чăваш Республикинчи Апат-çимĕç фончĕ республикăри ял хуçалăх таварне туса илекенсемпе тачă çыхăнса ĕçлет.

Предприяти аграрисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать: вĕсем туса илнĕ продукцие вырнаçтарать, чĕр тавара йышăнса уншăн удобренипе тата çунтармалли-сĕрмелли материалпа татăлать. Аукционсене хутшăнса бюджет учрежденийĕсене (шкулсене, ача сачĕсене, больницăсене) паха продукципе, пахча çимĕçпе, кĕрпепе, аш-какайпа тивĕçтерет. Апат-çимĕç фончĕ уйрăм хуçалăхсемпе те ĕçлет. Ун валли тивĕçлĕ документсем çеç кирлĕ.

Çуркуннехи тата кĕркуннехи ака-суха ĕçĕсене ирттерме Апат-çимĕç фончĕ вырăнти аграрисене минераллă удобренисемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерме хатĕр. Çуркунне хуçалăхсене удобрени тỹлевсĕрех уйăраççĕ, кĕркунне уншăн тырăпа тỹлесе татма пулать. Им-çам ассортименчĕ те ỹссе пырать.

Предприяти Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнса ят-сум çĕнсе илет. 2021 çулта Апат-çимĕç фондне тỹрĕ кăмăллă поставщиксен реестрне, шанчăклă предприятисен рейтингне, Раççейри чи лайăх 100 предприяти-организаци йышне кĕртнĕ. Унсăр пуçне, фонд «Раççейри чи лайăх 100 тавар» конкурсăн регионти тапхăрĕнче çĕнтерсе федераци шайĕнчи конкурса хутшăннă. Пĕтĕм çĕршыври «Ылтăн кĕркунне» куравра апат-çимĕç фончĕ кăларакан кĕрпесем пахалăхлă тата экологи тĕлĕшĕнчен таса пулнине çирĕплетнĕ.

Хальхи вăхăтра предприяти хамăр республикăра туса илнĕ тырăран 7 тĕрлĕ кĕрпе кăларать. Туянакансем ытларах пăри кĕрпине хапăл тăваççĕ. Вăл якатни те, вĕтетни те пур. Пăри тĕрлĕ витаминпа, микроэлементпа пуян. Сывлăхшăн та усăллă вăл. Ку кĕрперен тĕрлĕ апат хатĕрлеме пулать.

Фонд аталану çулĕпе çирĕп утас тĕллевлĕ. Продукци калăпăшне ỹстерме, саккассемпе ĕçлеме, Чăваш Республикин экспорта пулăшакан центрĕ урлă ытти çĕршывпа суту-илỹ тума палăртать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code