Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юратакансен кунĕнчи тепĕр уяв

Юратакансен кунĕнчи тепĕр уяв

Февралĕн 14-мĕшĕнче, Юратакансен кунĕнче, районти ЗАГС пайĕнче çамрăк çемьесене чысларĕç.

Чи малтанах ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ. Унтан Валентина Спиридонова тĕп специалист эксперт çветтуй Валентин кунĕн историйĕпе паллаштарчĕ.

Пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕ, йăх-несĕле малалла тăсса ачасем çуратса ỹстерекен çемьесем районта питĕ йышлă. Ăшă та хăтлă кил-çурт та ача-пăча сасси янăраса тăнипе илемлĕ. Килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнакан çемьесенче кăна телейлĕ ачасем çуралаççĕ.

Кăçал районта 9 ача, вăл шутран пĕрремĕш ачасем — 6, çуралнине регистрациленĕ.

Патшалăх нумай ачаллă çемьесене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе кăçалтан пĕрремĕш ача çуратакансене те пособи пама пуçларĕç. Хальлĕхе районта 7 ача амăшĕ тỹлев илме заявлени тăратнă. Районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Ирина Аникина шăпах ача амăшĕсене паракан çĕнĕлĕхсем çинчен чарăнса тăчĕ.

2006 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 256-мĕш номерлĕ «Нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен» федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн, иккĕмĕш, виççĕмĕш тата ытларах ачаллă çемьесем амăшĕн (çемье) капиталне тивĕçеççĕ. Уявра Аслă Елчĕкри Павелпа Татьяна Обручковсем, Тăрăмри Андрейпе Альбина Ивановсем патшалăх сертификачĕсене тивĕçрĕç. Çавăн пекех «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ парасси çинчен» саккунĕпе килĕшỹллĕн, виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене харпăр хăй хуçалăхне йĕркелеме çĕр лаптăкĕ уйăрса параççĕ. Элекçей Тимешри Михаилпа Ирина Никифоровсем, Ĕнелĕнчи Виталипе Ольга Дмитриевсем те район администрацийĕн пуçлăхĕн Николай Миллинăн аллинчен сертификат илме тивĕç пулчĕç. Çамрăк мăшăрсене РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн специалисчĕ Лира Кучкова, мăшăрсен ĕçтешĕсем, тăванĕсем ăшшăн саламларĕç. Виçĕ ачаллă Ирина Никифорова патшалăх çамрăк çемьесене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, пулăшнăшăн çĕршыв, республика, район ертỹçисене ăшшăн тав турĕ.

Уява пуçтарăннисене Елчĕкри культура çуртĕнчи Иван Шурбинпа Сергей Баранов илемлĕ юрăсемпе саламларĕç.

— Юратакансен кунĕнче тепĕр уяв пулчĕ пирĕншĕн, — тесе ăшшăн саланчĕç тулли кăмăллă та телейлĕ çемьесем.

В.СМИРНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Ĕнелĕнчи Дмитриевсен çемйи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code