Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Грант уйăрни аталанма çул парĕ

Грант уйăрни аталанма çул парĕ

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем валли Чăваш Енре тĕрлĕ енлĕ грант пулăшăвĕ пăхса хăварнă: «Агростартап», çемье фермисем, кооперативсем, «Агропрогресс». Кăçал хуçалăхăн пĕчĕк формисене пулăшу кỹме 345 миллион тенкĕ тăкаклĕç.

Грант пулăшăвĕсенчен чи анлă сарăлни — «Агростартап». Фермерсене хăйсен ĕçне йĕркелеме бюджетран 121,2 миллион тенкĕ уйăрса параççĕ. Кăçал мала тухнисен йышĕнче — 35 бизнес-план. Грант хуçисен палăртса хунă ĕçсене çитес пилĕк çуллăхра пурнăçа кĕртмелле. Фермерсенчен 13-шĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесшĕн, тепĕр 22-шĕ ỹсен-тăранпа ĕçлеме палăртнă. Проекта пурнăçланă чухнехи тăкаксене 90 процент таран патшалăх саплаштарать. Фермерсен грантпа 18 уйăхра усă курмалла. Унăн виçи — 3 миллион тенкĕ таран. Енчен те ăна тивĕçекен ял хуçалăх кооперативĕнче тăрать пулсан унăн калăпăшĕ тепĕр 1 миллион тенкĕ ытларах. Фермер тивĕçнĕ укçана кооператив пурлăх никĕсне çĕнетме усă курать. Тĕслĕхрен, управсемпе производство пỹлĕмĕсем йĕркелеме, ял хуçалăх техникипе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен хатĕр туянма.

Патшалăх пулăшăвне илмелли йĕрке улшăнман. Конкурса хутшăнас тесен бизнес-план хатĕрлесе ЧР Ял хуçалăх министерствине документсемпе пĕрле заявка тăратмалла. Грант илме хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те, уйрăм предпринимательсем те пултараççĕ. Налук органĕнче маларах регистрациленмен пулсан конкурсра мала тухнă хыççăн пĕр уйăхра çак ĕçе туса ĕлкĕрмелле. «Агростартапа» виçĕ çул таран предприниматель пулса ĕçлеменнисем, хăйсен ĕçне тин пуçăнакансем кăна хутшăнма пултараççĕ. Ку йыша социаллă тỹлев илнисем кĕмеççĕ. Республикăран субсиди илнĕ хăй тĕллĕн ĕçлекенсем тата хресчен (фермер) ĕçпе маларах вăй хурса пĕр хушă ĕçлемен, анчах та çак тапхăрта ЧР Ял хуçалăх министерстви паракан грантсемпе е субсидисемпе усă курнисем те, тупăшуран тухса ỹкеççĕ.

Гранта тивĕçекенĕн ĕç вырăнĕ йĕркелесси пирки те шутламалла. Енчен те «Агростартап» грант виçи 2 миллион е ытларах тенкĕпе танлашсан фермерăн икĕ çынна ĕçпе тивĕçтермелле. 2 миллион тенкĕрен каярах пулсан — пĕр çын та çителĕклĕ. Çемье фермисенче хуçалăх ертỹçине шутласа иккĕ е ытларах çын пулмалла. Халĕ кашни 10 миллион тенкĕ пуçне пĕр ĕç вырăнĕ йĕркелеме ыйтаççĕ. Çакă ял хуçалăх кооперативĕсене те пырса тивет. Çемье фермисем грант укçипе çĕр лаптăкĕ туянма пултараççĕ. Кăçал «Çемье ферми» грант фончĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 59,1 миллион тенкĕпе танлашать.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх кооперативĕсем ял хуçалăх производствине аталантарас ĕçре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Пĕрлешсе ĕçлени фермерсене те çăмăллăх парать. Пĕр-пĕринпе канашласа выльăх-чĕрлĕх, техника туянма пултараççĕ. Кооператив тăкакĕсен 60 процентне субсидипе саплаштарма май пур. Туса илнĕ продукцие вырнаçтармалли, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлемелли, пулас тухăçа упрамалли май чылай вĕсен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code