Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ỹсĕмлĕ ĕçленĕ

Ỹсĕмлĕ ĕçленĕ

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура кашни отраслĕн пилĕк уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.

Пилĕк уйăхра бюджета пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçленине тишкерес пулсан çакă паллă: тупăш тĕлĕшпе республикăн пĕрлештернĕ бюджетне 47,7 процент пурнăçланă. Хыснан 26,2 процентне хамăрăн тупăш тивĕçтернĕ — вăл та, федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар майпа уйăрнă укçа виçи те ỹсĕмлĕ.

Промышленность производствин индексĕ 17 процента çитнĕ. Тирпейлекен производствăсен çак кăтартăвĕ тата пысăкрах — 20 процент. Республикăшăн профильлĕ шутланакан отрасльсем — электротехника, хими, машиностроени — ỹсĕмлĕ ĕçленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code