Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Проект пулăшать

Проект пулăшать

Президент гранчĕсен фончĕ «Демографи» нацпроектăн «Спорт — пурнăç йĕрки» проектне пулăшмалли грантсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Чăваш Енĕн спорт туризмĕн федерацийĕ хăйĕн физкультурăпа спорт проекчĕсене пурнăçламалли грант пулăшăвне 6-мĕш хут тивĕçнĕ. Ку хутĕнче патшалăх пулăшăвĕ 4,5 миллион тенкĕпе танлашать. Çак укçапа федераци «Чăваш Ен — спорт туризмĕн территорийĕ 2.0» проекта пурнăçлама усă курĕ.

Ку проект — иртнĕ çул çак ятпах пуçарнă проект тăсăмĕ. Çулталăк тăршшĕпе, 2023 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа, округсенче 8 спорт ăмăртăвĕ йĕркелемелле, çавăн пекех республика тата регионсен шайĕнче — 13.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code