Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Шухăш

Николай МАЛОВ, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ:

— Республика аталанăвĕ муниципаллă районсен кăтартăвĕсенчен нумай килет. Елчĕк районĕ Чăваш Ен экономикине тĕреклетессинче хăйĕн тивĕçлĕ тỹпине хывнине, аталану çулĕпе çирĕппĕн утăмланине сирĕн ĕçри кăтартăвăрсем уçăмлăнах çирĕплетсе параççĕ. Çитĕнỹсем хăй тĕллĕн килмеççĕ. Вĕсене пĕрлехи вăйпа — çирĕп ушкăнпа кар тăрса ĕçлесен анчах çывхартма пулать. Нумай çул пĕр улшăнмасăр район администрацийĕн пуçлăхĕ пулса тăрăшакан Николай Петрович Миллин тĕрлĕ отрасльсене ертсе пыракан ертỹçĕсенчен анчах мар, хăйĕнчен те çирĕп ыйтакан çын пулнăран, палăртнă тĕллевсем ăнăçлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.

Пĕрлĕхре, чăннипех, пысăк вăй. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн иртнĕ кунсенче РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче те çак шухăш тĕп вырăнта пулчĕ. «Пĕр ĕмĕт-тĕллевпе, пĕр шухăшпа ĕçлени пире малашне тата хăватлăрах аталанма, пысăк çитĕнỹсем тума май парĕ», _ терĕ çĕршыв Президенчĕ. Эпир пĕр шухăшлă, пĕрлĕхре пулни района, республикăна малалла аталантарма, Раççее тата вăйлăрах, мăнаçлăрах пулма пулăшмалла.

Леонард ЛЕВЫЙ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи:

— Районăн экономикипе социаллă пурнăçне тишкерсе хак паракан пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие — уçă калаçăва хутшăннă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăхне аталантарма, медицинăри, вĕренỹ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме юлашки çулсенче Чăваш Ен Раççей Федерацийĕнчен уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе нихçанхинчен те ытларах усă курнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Çул-йĕрпе çыхăннă ĕçсене пурнăçлама та икĕ çул хушшинчи тапхăрта пирĕн республикăна 10 миллиард тенкĕ чухлĕ укçа-тенкĕ тивĕçнĕ. Çулсем тума федераци хыснинчен çакăн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрни нихăçан та пулман.

2012 çулта «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята парассине улшăнусем кĕнĕренпе пирĕн районти тата 1420 çын тĕрлĕрен çăмăллăхсемпе усă курма тытăнни те нумаййи çинчен калать. Михаил Васильевич палăртса каланипе: «Çак ĕçсене пурне те республикăра пурăнакан çынсен ырлăхĕшĕн, вĕсен пурнăç шайне пахалăхлă тăвассишĕн пурнăçланă», — тенипе пурте тĕпрен килĕшетпĕр.

Александр (СЕНЬКИН) протоиерей, Елчĕк районĕн тăваттăмĕш округĕн благочиннăйĕ:

— Район пурнăçĕнчи çĕнĕлĕхсенчен чиркỹ çыннисем те айккинче тăмаççĕ. Çак çулсенче ялсене тирпейлĕ те хăтлă тăвассишĕн нумай ĕç туса ирттернине шута илсе вырăнти настоятельсем ертсе пынипе чиркỹсенче те юсав ĕçĕсене нумай пурнăçлама май килчĕ, территорисене тирпей-илем кĕртессине малти вырăна хутăмăр. 2 çул каялла Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркĕвĕн пысăк та капмар çĕнĕ çурчĕ хута кайрĕ. Туррăн ирĕкĕ пулсан, кăçалхи Мăнкун тĕлне Аслă Елчĕкри чиркĕвĕн çĕнĕ çурчĕ те хута каймалла.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕкре пулнă чухне çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парса ỹстересси пирки палăртса каланине те хамăр тивĕç вырăнне хуратпăр.

Мария ТРОФИМОВА, Çĕнĕ Пăва ялĕ:

— Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чун-чĕрипе ĕçе парăннă çынсене сума сунине, хисепленине хамăр курса ĕненетпĕр. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята илмелли Саккуна хăш-пĕр улшăнусем кĕртни те çакна уçăмлăн çирĕплетсе пачĕ.

Савăнăçлă лару-тăрура мана ĕç ветеранĕ пулнине ĕнентерекен удостоверение парса чыс туни, ăна Михаил Игнатьев аллинчен илме тивĕçлĕ пулни чун-чĕрене хавхалану кỹрет. Тивĕçлĕ канура пулин те тăван район, республика пуласлăхĕшĕн кар тăма хистет.

Светлана АРХИПОВА ыйтса пĕлнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code