Воскресенье, 4 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Депутатсем канашларĕç

Депутатсем канашларĕç

Район администрацийĕн ларусен залĕнче Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ — районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Ираида Васильева ертсе пычĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк район прокурорĕ Василий Николаев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 11 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа ларăва хутшăннисем Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн «Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн 2018 тата планпа пăхнă 2019, 2020 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен» калакан йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Йышăну проекчĕпе район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Ирина Теллина паллаштарчĕ.

Улшăнусем кĕртнĕ хыççăн депутатсем Елчĕк районĕн 2018 çулхи бюджечĕн тĕп хаклавне çирĕплетрĕç. Маларах палăртнă тăрăх, районăн кăçалхи бюджечĕн тупăш пайĕ 309,3 миллион тенкĕпе, расхутсен пайĕ 310,1 миллион тенкĕпе, дефицит 855,4 пин тенкĕпе танлашĕ.

Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова 2017 çулта районта муниципалитет пурлăхне приватизацилес ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ, муниципалитет харпăрлăхĕнчи объектăн усă курмалли тĕллевне улăштарас, район харпăрлăхĕнчи пурлăха ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçарас ыйтусене хускатрĕ. Депутатсем сĕнÿсене ырларĕç, çавăн пекех 2018 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилессипе çыхăннă прогнозлă плана улшăнусем кĕртрĕç.

Елчĕк районĕнчи тĕрĕслевпе шутлав органĕн председателĕ Наталия Пирогова асăннă орган пурнăçлакан ĕç-хĕл пирки чарăнса тăчĕ. Тĕрĕслевпе шутлав органĕ мĕн пур çăл куçри укçа-тенкĕ хăш тĕллевпе расхутланнине, вырăнти бюджет мĕнле пурнăçланса пынине, бюджет укçи-тенкине тĕллевлĕ усă курнине тата расхутланине, тĕрлĕ саккуна мĕнле пăхăннине тĕрĕслессипе тимлет.

Районти пуçару ушкăнĕ Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвне Елчĕк шкулĕн çурчĕ çине пĕрремĕш директора С.А.Зайцева халалласа асăну хăми вырнаçтарас сĕнÿпе тухнă. Сĕнĕве депутатсем ырласа йышăнчĕç.

Ларура ытти тĕрлĕ çивĕч ыйтусене те хускатрĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code