Чăваш Республикинче Интернетпа усă курса укçа-тенкĕ вăрлакан преступниксенчен хур тÿсекенсен йышĕ нумайланнă.
Преступниксем Интернетри сайтсене мĕнле те пулсан тавар сутасси пирки информаци вырнаçтараççĕ, пĕлтерÿре телефон номерне /номерĕ хăйĕн мар паллах/ тата суя ят кăтартаççĕ. Суйланă таваршăн «хуçа» клиента япалан тулли хакне банк картти çине куçарма ыйтать, япалине парассине шантарса тĕл пулăвăн вăхăтне тата вырăнне пĕлтерет. Укçа-тенке куçарса панă хыççăн çакскер çухалать, телефон симкипе те текех усă курмасть.
Банк карттисен номерне, кодне, çав шутран карттăн тепĕр енне вырнаçтарнă CVV-кодне пĕлтерекенсем те карттă çинчи укçа-тенкĕсĕр тăрса юлаççĕ.
Интернет урлă тавар туяннă чухне сутуçăпа тĕл пулса тавара тишкерни, куçа-куçăн калаçни вырăнлă. Тимлĕхе çухатар мар.
А.АЛЕКСЕЕВ,
Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ.