Суббота, Январь 18, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Эпир Крымпа пĕрле

Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе тăватă çул çитнине халалласа Шупашкарта иртнĕ уяв концертне виçĕ пин ытла çын пырса курнă.

Çĕршыв историйĕнчи паллă çак пулăмпа республика халăхне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă: «Эпир чунсăр çынсем мар, пирĕн чун-чĕрере патриотизм туйăмĕсем тапса тăраççĕ! Пĕрле чухне эпир вăйлă, ырă ĕçсем тума вăй-хал çителĕклĕ!» Республика ертÿçи тĕп хула çыннисемпе хăнасене ырлăх, тăнăçлăх, килĕшÿ, нумай çул пурăнма суннă.

Пысăк сцена çине ахаль çынсем те тухса калаçнă. Акă, «Промтрактор» АУО ветеранĕ Иван Долгушин Крым тата Раççей историне аса илнĕ: «Мĕн-ха вăл вăл пирĕншĕн Крым? Вăл — II Кĕтерне патша тата Потемкин кнеç, Нахимов адмирал тата Суворов генералиссимус, Лев Толстой, Одессăна тата Севастополе хÿтĕленĕ 25-мĕш Чапаев дивизийĕ. Крым вăл — Артек, Раççей тăшманĕсене хăратса тăракан Хура тинĕс флочĕ…»

Уяв концертне курма пынисене йышлăн саламланă. Концертра чун-чĕрене çĕклентерекен патриотизм юррисем янăранă.

Спектакльсем кăтартма тытăннă

Чăваш Енре çулсерен сцена ÿнерĕн «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсне йĕркелеççĕ. Кăçалхипе вăл 19-мĕш хут иртет.

Çак кунсенче конкурса хутшăнакан спектакльсене /2017 çулта халăх умне кăларнисене/ кăтартма пуçланă. Жюри членĕсен 10 спектакле хак пама тивĕ. Конкурса Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Яланхиллех çулталăкри чи лайăх спектакле, хĕрарăм тата арçын ролĕсене чи лайăх калăплакансене, чи лайăх сценографине палăртĕç.

«Тÿрĕ лини» йĕркеленĕ

ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне пурнăçа кĕртес ыйтупа «тÿрĕ лини» йĕркеленĕ.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх — районсемпе хуласенче ГТОн 27 центрĕ ĕçлет. Малтанхи тапхăрта шкул ачисемпе студентсем хастарлăхпа палăрнă. Сăмах май каласан, ылтăн паллăна тивĕçнĕ çамрăксене аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне çăмăллăх параççĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code