Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕнентерÿллĕ çĕнтер

Ĕнентерÿллĕ çĕнтер

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ытларикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннипе ирттернĕ канашлура вырсарникун — мартăн 18-мĕшĕнче пулса иртнĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ суйлавра районта пурăнакансен пысăк йышĕ Владимир Путиншăн сасăланине палăртса: «Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ чи çÿллĕ шайра иртрĕ, Елчĕк районĕнче пурăнакан суйлавçăсем калама çук пысăк çитĕнÿ, ĕнентерÿллĕ çĕнтерÿ турĕç», — терĕ. Николай Петрович гражданла тивĕçе чыслăн пурнăçланă суйлавçăсене, çĕршыв шайĕнчи пысăк мероприятие ăнăçлă ирттерме пулăшнă мĕн пур службăна тав тунине пĕлтерчĕ, пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçлассинче малашне те пĕрлехи вăйпа тăрăшса ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Суйлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе Елчĕк районĕнчи территори суйлав комиссийĕн председателĕ Леонард Левый паллаштарчĕ. Вăл районти 42 суйлав участокĕнче те сасăлав саккунлă тата ăнăçлă иртнине пĕлтерчĕ. Районта пурăнакан суйлавçăсем сасăлава хутшăнни те, вĕсем хăйсен çĕнĕрен суйланнă РФ Президентне — Владимир Путина шаннине пĕлтерни те рекордла çитĕнÿ пулчĕ. Çак кăтартусемпе эпир республикипе илсен те чи малтисен ретĕнче.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code