Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Поздравление с Днем работника культуры

Поздравление с Днем работника культуры

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем!

 Сире чĕререн професси уявĕпе – Раççейри культура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Культура — обществăна аталанма  пулăшакан  хăватлă ăс-хакăл никĕсĕ, ĕмĕрсен хушши вăй илсе çирĕпленнĕ кăмăл-сипет пуянлăхĕ.  Культура пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, вăл район экономикипе социаллă аталанăвне пысăк витĕм кӳрет. Культура ĕçченĕсемсĕр пĕр уяв та, пĕр мероприяти те иртмест.

Культура сферинче вăй хуракан мĕнпур ĕçчене умри тĕллевсене пурнăçлама, çĕнĕ çитĕнÿсем тума, халăх хисепне тивĕçме, çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх-сывлăх сунатпăр.

 Елчĕк район пуçлăхĕ       И.И.Васильева.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ         Н.П.Миллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code