Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăхпа курнăçрĕç

Халăхпа курнăçрĕç

Мартăн 21-мĕшĕнче республикăра, çав шутран пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Федерацин потребительсен прависене тата çынсен ăнăçлăхне хÿтĕлекен сферăна тĕрĕслекен службăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская тата Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ — райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый хутшăннă ушкăн Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пулнă май ялти активпа тата вăтам шкулăн коллективĕпе курнăçнă. Тĕл пулусен вăхăтĕнче ертÿçĕсем Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп теми тавра — Раççей Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацин Пухăвне янă Çырăвне тишкересси — калаçнă. Леонард Левый Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ умĕнхи кампанин ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, суйлав итогĕсемпе паллаштарнă. Елчĕксем черетлĕ суйлавра та лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Кăçалхи суйлава районта пурăнакан халăхăн 98 ытла проценчĕ хутшăннă, вĕсенчен 90 ытла проценчĕ Раççейĕн хальхи Президенчĕшĕн Владимир Путиншăн сасăланă. Леонард Васильевич суйлава хастар хутшăннăшăн кашнинех пысăк тав сăмахĕ каланă.

Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова хутшăннă ушкăн Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче, Чăваш Республикинчи вăрçă ветеранĕсен республикăри госпиталĕн тĕп тухтăрĕ Елена Барсукова районти тĕп больницăра, Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ — Чăваш Республикин граждан тăрăмĕн акчĕсен уйрăмĕн начальникĕ Алексей Вязов тата райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина Елчĕкри нумай функциллĕ центрта пулнă. Тĕп темăсемпе калаçнисĕр пуçне ертÿçĕсем халăхăн уйрăм ыйтăвĕсем çине те хуравланă.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Елена Сапаркина Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code