Шел пулин те, вăрçă ветеранĕсен шучĕ çулран-çул чакса пырать. Паянхи кун районти ветеран-фронтовиксен шучĕ 2 теçеткерен те чакнă. Çак кунсенче «Одноклассники» сайт урлă хамăрăн ентешпе Зоя Николаевна Ереминăпа паллашма тỹр килчĕ. Унпа мана Патреккел ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Челябинск хулинче пурăнакан Владимир Григорьевич Марков паллаштарчĕ. Владимир Григорьевич чылай çу ĕнте ентешĕмĕрсене — вăрçă ветеранĕсене пĕр тĕвве пухассипе, вăрçăра хыпарсăр çухалнă çынсем пирки информаци тупассипе тимлет, çавна май тĕрлĕ сайтсенче шырав ĕçĕсем пурнăçлать.
— Манăн анне Елизавета Максимовна Ефремова (хĕр чухнехи хушамачĕ Маркова) Яманчỹрел ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăл — ветеран-фронтовик, паянхи кун Чулхула облаçĕнче Дзержинск хулинче пурăнать, — пĕлтерет Зоя Николаевна. З.Еремина хыпарланă тăрăх, Елизавета Ефремова 1924 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче кун çути курнă. Ачалăхĕ çав тери йывăр килнĕ унăн. 30-мĕш çулсенче унăн ашшĕне — ура çинче тăнăç тăракан, çирĕп хуçалăх тытакан Максим Ефимович Маркова кулаксен шутне кĕртсе тăван çуртĕнчен пĕтĕм çемйипе пĕрле хăваласа кăларса янă. Çавна май çемье ялти лаша витинче пурăнма пуçлать. Кĕçех Елизаветăн амăшĕ Ульяна пурнăçран уйрăлса каять. Ачисем — Александра, Григорий, Василий, Илья, Валентина, Елизавета, Александр Иван çурма тăлăха тăрса юлаççĕ. Кĕçĕн классенчен вĕренсе тухсан Елизаветăна (12 çулта пулнă вăл) тата унпа пĕртăвансене — Александрпа Ивана, Василие, Валентинăна ашшĕн тетĕшĕ Федор хăйсем патне Чулхулана пурăнма илсе каять. Ытти ачисем ялта ашшĕпе пĕрле юлаççĕ. Валентина каярах тăван тăрăхах таврăнать, Атăкçырми ялĕнчи вăрçă ветеранне Василий Краснова качча тухса çемье çавăрать. Елизавета 15 çул тултарсан Чулхулари «Красное Сормово» завода ĕçлеме вырнаçнă, малтан курьер тивĕçĕсене пурнăçланă, кайран токарьте вăй хунă. 1942 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче заводранах вăрçа ăсатнă хĕре. Александрпа Иван та вăрçа тухса кайнă.
— Анчах та вĕсен шăпи паллă мар, хыпарсăр çухалнă, пĕртăвансене кайран та никам та шыраман. Вăрçа хутшăннисен йышĕ нче Илья та пур, — пĕлтерет Зоя Николаевна.
Елизавета Максимовна Архангельск облаçĕнчи тинĕс çар флочĕн 722-мĕш авиаци базинче стрелок пулса службăра тăнă. Вăрçăран 1945 çулта таврăннă, çуралнă вырăна — Яманчỹрелне çул тытнă. Кунта 2 çул пурăннă хыççăн Дзержинск хулине тухса кайнă, «Капролактам» заводра ĕçлеме пуçланă та мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнă унта. Шăпа 4 тăватă ача çуратса ỹстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма пỹрнĕ ăна. Паянхи кун Елизавета Максимовна 6 мăнукĕпе тата 9 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.
— Пĕчченех пурăнать анне. Эпир ун патне час-часах çỹретпĕр. 94 çулта пулсан та кĕпе çăвакан машинăпа хăйĕн япалисене çума, апат пĕçерме пултарать, питĕ типтерлĕ вăл. Куçĕ те лайăх курать, хăлхи те аван илтет. Телевизор — унăн çывăх тусĕ. Суйлава та хастар хутшăнчĕ, Владимир Путиншăн сасăларĕ, — пĕлтерет З.Еремина амăшĕ пирки, унтан сăмахĕсене малалла тăсать. — Паянхи кун Яманчỹрел ялĕнче пурăнакан пĕр вăрçă ветеранĕ те тăрса юлман, Дзержинск хулинче пурăнакан Елизавета Ефремова пирки çуралнă тăван ялĕнче чылайăшĕ пĕлеймеççĕ те пуль. Эпир ялта час-часах пулатпăр, унта пирĕн тăвансем пурăнаççĕ. Уйрăмах Виктор Григорьевич Марковпа çыхăну тытатпăр, — тет Зоя Николаевна. — Шел пулин те, аннен фронти сăн ỹкерчĕкĕсем тата наградисем упранса юлман. Вĕсем Яманчỹрел ялĕнчи тĕп çурта сутнă хыççăн çухалнă, кайран шыранин усси пулман. Паянхи кун унăн сунтăхĕнче «Тăван çĕршывăн 1941-1945 ç.ç. аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медалĕ тата юбилей медалĕсем упранаççĕ.
Елена ПЕТРОВА. Сăн ỹкерчĕкре: Елизавета Ефремова ветеран-фронтовик Зоя тата Ольга хĕрĕсемпе.