Среда, Август 12, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей Çар мухтавĕн кунĕсем

Раççей Çар мухтавĕн кунĕсем

Дон хирĕсене похода тухнă Владимир Мономах 1111 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче Сальница çывăхĕнче половецсемпе /XI-XIII-ĕмĕрсенче Кăнтăр-Хĕвелтухăç Европăра куçса пурăннă тĕрĕк йăхĕсем/ тытăçăва кĕрсе пысăк çĕнтерÿ тунă. Çак пĕлтерĕшлĕ çĕнтерÿ хыççăн половецсем Раççее тапăнма пăрахнă.

Мартăн 31-мĕшĕ Раççей çар историйĕшĕн тепĕр паллă кун: 1814 çулта çак кун вырăс çарĕсемпе вĕсен союзникĕсем Парижа пырса кĕнĕ. Çакăн хыççăн Европа Наполеон тыткăнĕнчен хăтăлнă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code