Среда, 13 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ултав серепинчен сыхланар

Ултав серепинчен сыхланар

Ултавпа пуякансем Интернетри вируссем пулăшнипе /вĕсене чылай чухне антивируссем те курмаççĕ/, хакерла программăсемпе усă курса «Сбербанк онлайн» урлă ыттисен счечĕ çинчи укçа-тенке хăйсен кĕсйине кĕртеççĕ. Çакăн евĕр тĕслĕхсем пирĕн республикăра та пĕрре анчах мар пулчĕç. Преступниксен серепине çакланас мар тесен мĕн тумалла халăхăн?

Банк карттисен номерне, вăрттăн кодне ют çынна никама та пĕлтерме юрамасть. СМСпа килнĕ номерсем çине шăнкăравлама тăхтамалла. Укçа-тенкĕ куçармаллине хыпарлакан е иккĕлентерекен информациллĕ СМСсем илсен тăванăр патне хăйĕн патне шăнкăравласа лару-тăрăва уçăмлатăр. Карттăн ĕçне чарса лартни пирки хыпарласан хирĕç шăнкăравласа тĕрлĕ операци пурнăçласран асăрханăр, тÿрех хăвăр пĕлекен банк уйрăмĕсенчи ĕçченсемпе çыхăнăр.

«Мобильлĕ Банк» пулăшупа çыхăннă телефонпа Интернета кĕни те хăрушă. Çапла майпа вирус çаклатма, вĕсем вара сирĕн банк картти çинчи укçа-тенке ют счет çине куçарма пултараççĕ. Ку чухне вируссем «пулăшнипе» укçа-тенкĕ çухални пирки телефон çине СМСсем килмеççĕ.

А.АЛЕКСЕЕВ,
ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code