2016 çултипе танлаштарсан, пĕлтĕр республикăра наркоманипе чирлисен шучĕ 15,5 процент чакнă. Ку кăтартупа Чăваш Ен Атăлçи округĕнче те, Раççейре те лайăх вырăнта тăрать. Наркотиксемпе усă куракансен йышĕнче арçынсем нумайрах — 89 процент. «Шурă вилĕм» серепине ытларах 15-30 çулсенчи çамрăксем лекни паллă. Уйрăмах Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче ку енĕпе лару-тăру кăткăс.