Кăçал çĕршыври аграрисене пулăшма 242 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.
Ял хуçалăх организацийĕсене 5 процентпа /çулталăкне/ çăмăллăхлă кредит пани те пысăк пулăшу. Хальхи вăхăтра ыйтса çырнисене пăхса тухса сезон ĕçне ирттерме 170 миллиард тенкĕлĕх кĕске вăхăтлăх кредит пама йышăннă. 148 миллиард тенкине панă ĕнтĕ. Кăçал пĕчĕк хуçалăхсене те 3,5 пин кредит пама палăртнă. Ку иртнĕ çулхинчен 3 хут ытларах.
АПК объекчĕсене тума кайнă тăкаксен пĕр пайне саплаштарма пулăшĕç. Сĕт-çу, теплица комплексĕсене тунă çĕрте ку уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çул аграрисем йÿнĕрех хакпа 26,4 пин техника туяннă.