Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăрăшулăхшăн тав тунă

Тăрăшулăхшăн тав тунă

Апрель уйăхĕн 2-мĕшĕнче райадминистрацин ларусен пысăк залĕнче 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчи Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне пĕтĕмлетес енĕпе канашлу иртрĕ. Унта районти суйлав участокĕсен комиссийĕсен председателĕсемпе çумĕсем, секретарĕсем хутшăнчĕç.

Канашлăва Елчĕк территори суйлав комиссийĕн председателĕ Леонард Левый уçрĕ. Вăл черетлĕ суйлав çÿллĕ шайра иртнине, суйлава хутшăнас енĕпе пирĕн район республикăра чи лайăх кăтарту тунине палăртрĕ. Çакă суйлав участокĕсен комиссийĕсен тивĕçлĕ ĕçĕ. Чи кирли — суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче тата суйлав кунĕнче суйлавпа çыхăннă саккунсене пăснă тĕслĕхсем тата çăхавсем пулманни. Леонард Васильевич суйлава тивĕçлĕ ирттерме хутшăннă кашни çыннах чун-чĕререн тав тунă май пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ.

Суйлав тытăмĕнче чылай çул яваплăха туйса, тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнисем Елчĕк территори суйлав комиссийĕн председателĕн аллинчен район администрацийĕн Хисеп тата Тав хучĕсене тивĕçрĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code