Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк ен» — чăн-чăн юлташ

«Елчĕк ен» — чăн-чăн юлташ

Пирĕн çемье иртнĕ çулсенчен тытăнсах район хаçатне альтернативлă майпа çырăнса илнине кура, ăна нумай функциллĕ центр урлă илсе тăрать. Хаçат редакцийĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çултан тытăнса «Елчĕк ене» ĕç вырăнĕсене çитерсе памалла йĕркелени вулакансемшĕн тата меллĕрех пулнине çирĕплетсех калама пултаратăп.

Хальхи вăхăтра эпир, район администрацийĕнче ĕçлекенсем, район хыпарĕсемпе ирхине-ирех ĕç вырăнĕнче паллашатпăр. Ахаль пулсан ăна пирĕн НФЦна кайса илесси çинчен шутласа тăмалла, почта урлă çырăнсан та ăна каçхине киле çитсен анчах вулама пултаратпăр. Халĕ вара «Елчĕк ен» яланах куç умĕнче, ĕç сĕтелĕ çинчен те каймасть. Мĕншĕн тесен унта кулленхи ĕçре усă курма кирлĕ материалсем те сахал мар пичетленеççĕ.

Çак тапхăрта «Елчĕк ен» хаçат чăн-чăн юлташ пекех пулса тăчĕ. Журналистсемпе çывăх, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни тата кулленех вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени те район хаçатне çырăнса илме хистет.

М.ПАВЛОВА,
район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code