Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăни — пĕтĕм тĕнчешĕн савăнăç

Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăни — пĕтĕм тĕнчешĕн савăнăç

Мăнкун кунĕ пĕлĕт çинчисем тивĕçлипе хĕпĕртеççĕ, çĕр çинчисем те, курăнакан тĕнчерисем те, курăнми тĕнчерисем те савăнаççĕ.

Çакăн пек таса Мăнкун пĕрре анчах. Иисус Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăрса пирĕн вилĕме пĕтернĕ. Пире çăлакан Иисус Христос хăйĕн этемлĕхĕпе пирĕншĕн асапланса вилнĕ, Турăлăхĕпе вилĕмрен чĕрĕлсе тăрса çылăхпа кивелнĕ этеме çĕнетнĕ. Иисус Христос тупăкран чĕрĕлсе тăрсан унăн ÿчĕ улшăннă. Курăнакан ÿтрен курăнми ÿт пулнă, вилĕмлĕ ÿтрен вилĕмсĕр ÿт пулнă. Çавăнпа вăл чĕрĕлсе тăрсан çĕр çинче курăнмасăр çÿренĕ, тапхăр-тапхăр анчах хăйĕн вĕренекенĕсене курăннă. Иисус Христосран малтан та хăш-пĕр сăваплă çынсем Турă хăвачĕпе вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă, кайран вĕсем каллех вилнĕ. Иисус Христос хăй Турăлăхĕпе чĕрĕлсе тăнă, вăл ÿлĕм вилмелле мар чĕрĕлсе тăнă. Вăл ĕмĕр вилĕмсĕр пулнă.

Иисус Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăрсан ĕмĕрлĕх пурнăç пуçланса кайнă. Çапла вăл хăй чĕрĕлсе тăнипе пирĕн тăшмансене, тамăкпа вилĕме çĕнтернĕ, пире ĕмĕрлĕх пурнăç панă, пире каллех рай алăкне уçса панă. Адампа Ева çылăха кĕнĕ май мĕнпур çынсем ĕмĕрхи пурнăçа çухатнă.

Çав ĕмĕрлĕх пурнăçа эпир Христоспа пĕрлешнĕ тăрăх кĕретпĕр. Унăн ÿчĕпе юнне хамăр ăша илсе. Иисус Христос хăй çапла калать: «Манăн ÿтĕме çиекен, манăн юнăма ĕçекен манăн ăшăмра пулĕ, эпĕ те унăн ăшĕнче пулăп. Манăн ÿтĕме çиекен, манăн юнăма ĕçекен ĕмĕрлĕх пурăнăçа илет. Эпĕ те вара ăна юлашки кун чĕртсе тăратăп», — тет.

Христос тупăкĕнчен çутăлса тухнă, ĕмĕрлĕх пурнăç Христос тепĕр хут çĕр çине килсен пуçланса кайĕ, ун чухне вара тупăкри çынсем пурте Турă Ывăлийĕн сассине илтĕç те чĕрĕлсе тăрĕç, вара юлашки тăшман, вилĕм пĕтĕ.

Эй, Христоса ĕненекен çынсем! Пурсăр та килĕр, хăватлă чĕрĕлсе тăнă Христоса пуççапар. Çак Турă панă кун хĕпĕртесе, савăнса тăрар. Эпир ĕнтĕ Христос урлă пурсăмăр та пĕртăван, пĕр-пĕрне чунтан юратса «эй, тăвансем!» тесе ыталар, пире курайманнисене пурне те çак Христос чĕрĕлнĕ кун урлă каçарса çапла калар: «Христос вилĕмĕнчен чĕрĕлнĕ, вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе вилнисене чĕрĕлĕх панă», — теер. Аминь.

СИЛУАН /КОЗЛОВ/ иеромонах,
Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code