Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕншĕн юрататăп тăван хаçата?

Мĕншĕн юрататăп тăван хаçата?

Кашни юнкун тата шăматкун маншăн уяв пек туйăнать. Мĕншĕн тетĕр-и; Мĕншĕн тесен çак кун район хаçатне «Елчĕк ене» чун килениччен вуласа савăнма пулать.

– Ватлăх кунĕнче çуралнă тăван тăрăхран аякра пурăннăран Елчĕк çĕрĕшĕн питĕ тунсăхлатăп, «Елчĕк ен» хаçат вара мана çак тунсăха сирме, чунпа-чĕрепе тăван тăрăхра пулма май парать. Хаçатпа пĕрремĕш страницăран паллашма пуçлатăп та пĕр сăмах сиктерми «шĕкĕлчесе» тухатăп. «Пурнăçри ÿкерчĕксем» ярăмри хайлавсем уйрăмах килĕшеççĕ. Çитĕнÿпе палăракан паллакан çынсем çинчен вуланă, вĕсен ÿсĕмĕсемпе паллашнă май хăйсемпе куçа-куçăн курса калаçнăнах туйăнать тепĕр чух. Саламсен хушшинче те паллакансене шыратăп. Çавăнпа та почтальон килнĕ вăхăта эпĕ 3-мĕш хутран анса ăна куç пек кĕтсе тăратăп, – тет Чăваш АССР, РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ, Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли» орденĕсен кавалерĕ Александр Евтихеев.

Исемпел ялĕнче çуралса ÿснĕ, чылай çул «Победа» хуçалăхра агрономра, председательте, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕнче, «Чăваш хăмли» организацинче агрономра тата ытти яваплă должноçсенче вăй хунă ентешĕмĕр хальхи вăхăтра Шупашкар хулинче пурăнать.

Хисеплĕ вулаканăм! Декабрĕн 3-13-мĕшĕсенче 2019 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнмалли Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ пырать. Хаçат-журнала йÿнĕ хакпа çырăнса илмеллли юлашки кунсем юлчĕç. Çавăнпа та çак кунсенче почтальонпа тĕл пулса «Елчĕк ене» 403 тенкĕ те 04 пуспа /ытти чухне вăл 440,04 тенкĕ/ çырăнса юлма васкăр. «Елчĕк ене» альтернативлă майпа редакцие килсе те çырăнма пулать, хакĕ – 240 тенкĕ.

2019 çулта та пĕрле пулар, туслăха упрар!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code