Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăха йышăнаççĕ

Халăха йышăнаççĕ

1993 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççейĕн политикăлла мĕн пур тытăмĕ пĕрлехи килĕшÿ, тулли ирĕкпе çураçу тупса Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ документра малашлăх хаклăхĕсен, демократи ирĕклĕхĕсен çул-йĕрне палăртнă.

Конституцие çĕршыв халăхĕн ĕмĕрхи историне палăртса, Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан халăхсен харпăр уйрăмлăхĕсене упраса, халăхсен кун-çулĕ пĕрлĕхлĕ пулнине ăнланса, халăх хушшинчи тăнăçлăхпа килĕшĕве çирĕплетсе тата пысăк яваплăха туйса йышăннă.

Патшалăх ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тĕллевĕ – этеме ирĕклĕн аталанма тата пурăнма тивĕçлĕ майсем туса парасси, халăх пурнăçне лайăхлатасси, ăна чи кирлĕ пурлăх-ырлăхпа тата ăс-хакăл пуянлăхĕсемпе тивĕçтересси, культурăна аталантарма хутшăнасси.

Çĕршывра йышăнакан кирек хăш саккун тата нормативлă право акчĕсем Раççей Федерацийĕн Конституцине хирĕçлемелле мар.

Çĕршыври тĕп саккун гражданина пĕр тан правăсемпе ирĕклĕхсем парать. Этемĕн арçын е хĕрарăм, мĕнле раса, наци çынни пулнине, йăх-ăру несĕлне, пурлăх пуррине е çуккине, мĕнле чĕлхепе калаçнине, мĕнле тĕн тытнине, общество пĕрлешĕвĕсене хутшăннине е ытти сăлтавсене пăхмасăр пурнăç прави пур, вĕренсе пĕлÿ илме, сывлăха сыхлама тата медицина пулăшăвĕ илме, пултарулăх енĕпе ирĕклĕн ĕçлеме, хăйĕн прависене судра хÿтĕлеме, тивĕçлĕ шайри юрист пулăшăвĕ илме тата ытти те ирĕк пур.

Паян – Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче вырăнти вăхăтпа 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен Елчĕк районĕн администрацийĕнче, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче, федерацин центрта вырнаçнă предприяти-организацийĕсенче халăха тĕрлĕ ыйтусемпе йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code