Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçне чунтан парăннăскер

Ĕçне чунтан парăннăскер

«Çын пурнăçра çарансене, вăрмансене, хирсене, садсене, пĕвесемпе çырмасене шăваракан çумăр пĕлĕчĕ пекех. Пĕлĕт çумăрпа шăварнă хыççăн миллион-миллион курăка, пучаха, йывăç-тĕме пурнăç парать. Ырă çыннăн пурнăçĕ те çавнашкалах: нумай çынна пулăшать вăл, тĕрĕс çул кăтартать, вĕрентет, ăс парать…»

Л.Н.Толстойăн çак йĕркисемпе Елчĕкри вăтам шкулта вăй хуракан Любовь Маркова педагога хаклама пулать. Кунта вăл 1981 çулта Канашри педагогика училищине пĕтернĕренпе тăрăшать. Ĕçленĕ хушăрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ.

Любовь Николаевна – чăннипех те хăйĕн ĕçне парăннă çын. Паянхи пурнăçра пурăпа, доскапа çеç усă курнипе нимĕнле предмета та кирлĕ шайра вĕрентме çук. Вĕрентекен те, ытти ĕçтешĕсем пекех, компьютера çăмăллăн алла илнĕ, уроксенче кирлĕ материала Интернетра тупса меллĕ усă курать.

Хальхи саманара ачасене мĕн пĕчĕкрен нумайрах пĕлме, хăйсем тĕллĕн пĕлÿ илме вĕрентесси, çак ĕçе майĕпен хăнăхтарса пырасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кĕнеке вулама юратакан, ăна пĕлÿ çăл куçĕ вырăнне хуракан шкул ачи вĕренÿре нихăçан та юлса пымасть. Класс тулашĕнчи мероприятисенче, кружоксенче ачасен тавра курăмне, ăнланса вулас хăнăхусене аталантарать учитель. Ачана урок материалне лайăхрах тата çăмăлрах алла илмешкĕн, вĕсен шухăшлавне тĕрĕс çулпа илсе пымашкăн, туптанă пĕлĕве пурнăçра тĕрĕс усă курма вĕрентме витĕмлĕ ăсталăх кирлĕ. Любовь Николаевна ачасемпе яланах питĕ тимлĕ: темăна ăнлантарнă чухне кашнин уйрăмлăхне шута илет. Пĕчĕкскерсемпе урăхла епле-ха. Унăн кашни урокĕ «чĕрĕ» иртет, вĕренекенсене темăна кăна мар, тăван чĕлхене юратма, хăйсене тытма вĕрентет. Вăл пурнăçра кирек мĕнле тĕллев лартсан та ăна вĕçне çитерме тăрăшать. Мĕн тунипе кăна çырлахмасть, малалла ăнтăлать. Çавăнпа ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен юратăвне çĕнсе илнĕ те вăл.

Учителĕн ĕç кăтартăвĕ – ачасен çитĕнĕвĕсенче. Любовь Николаевна вĕсемпе чăннипех мăнаçланма пултарать. Район тата республика шайĕнче иртекен ăс-хакăл вăййисенче, конкурссенче çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕрекенсемпе мĕнле савăнмăн. Настя Осипова, Юлиана Иванова, Полина Адюкова, Святослав Сергеев, Яна Козлова, Надя Митрофанова, Аня Маркелова тĕрлĕ çулсенче тунă çитĕнĕвĕсем паян та аслă категориллĕ учителе вăй-хăват, хавхалану кÿреççĕ.

Вĕренÿпе воспитани процесне тивĕçлипе йĕркелеме Любовь Марковăна общество ĕçне хастар хутшăнни те пулăшать. Вăл нумай çул хушши Елчĕк суйлав участокĕн председателĕнче тимленĕскер, ял халăхĕн шухăш-кăмăлне те аван пĕлсе çитнĕ, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупнă. Активлăхне кура иртнĕ çул ăна Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алена Аршинован Тав çырăвĕпе чысланă.

Любовь Николаевнăн ăнăçуллă çулне тăтăшах такăрлатса пыма ăна мăшăрĕ – Юрий Алексеевич тата хĕрĕпе ывăлĕ пулăшса пыраççĕ.

Татьяна МАРКОВА,
Елчĕкри вăтам шкул.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code