Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конституцие – улшăнусем

Конституцие – улшăнусем

Раççейре пурăнакансен 70 проценчĕ Конституцие кĕртме сĕнекен улшăнусене ырласа йышăнать. Çакна «Левада-центр» кăçалхи январь уйăхĕнче ирттернĕ ыйтăмăн пĕтĕмлетĕвĕ çирĕплетет.

РФ Президенчĕ Владимир Путин çĕршывăн тĕп саккунне кĕртмелли улшăнусене хатĕрлес енĕпе ĕçлекен ушкăнпа февралĕн 13-мĕшĕнче тĕл пулнă. Унта ĕç тăвакан тата саккун кăларакан власть органĕсен, наукăпа искусство представителĕсем, обществăн паллă деятелĕсем хутшăннă. Çак ĕç ушкăнне пурĕ 500 яхăн сĕнÿ çитни паллă. Паллах, вĕсене Конституцие йăлтах кĕртеймĕç, çапах та усăллă пуçарусене шута илĕç. Граждансем мĕнлерех улшăнусем кĕртме ыйтаççĕ; Вĕсен ыйтăвĕсем, тĕпрен илсен, социаллă ыйтусемпе çыхăннă. Тĕп темăсенчен пĕри – çемьесене пулăшасси. Сĕнÿсен хушшинче çамрăксемпе çыхăннă темăсем йышлă.

Конституцие кĕртме сĕнекен улшăнусене йышăнмалли вăхăта пуш уйăхĕн 2-мĕшĕччен тăсасшăн. Çакă сĕнÿсене пăхса тухма тата тĕплĕн хатĕрлеме май парĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code