Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çыннăн сывлăхĕшĕн, хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшса

Çыннăн сывлăхĕшĕн, хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшса

Акционерсен «Прогресс» хупă обществинче ĕç сыхлавĕн йĕркисене çирĕп пăхăнаççĕ. Ку тĕллевпе дирекци кашни çул сахал мар укçа-тенкĕ уйăрать.

Çаксене пурне те ĕçлекен çынсен сывлăхĕшĕн тата хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшса тăватпăр. Ял хуçалăх предприятийĕн фермисемпе уй-хирĕсенче вăй хуракансене планпа килĕшÿллĕн çулсерен медосмотр кăларассине йĕркеленĕ. Ĕç вырăнĕсене аптечкăсемпе, пĕрремĕш пулăшу памалли ытти медикаментсемпе, вут-çулăма хирĕç кĕрешмелли хатĕрсемпе — огнетушительсемпе, пушар инвентарĕпе туллин тивĕçтернĕ. Ĕç тумтирĕ туянса парасси те çирĕп йăлана кĕнĕ.

Наряд-допускпа — çынсем КЗСпа, тырă типĕтекен кăмакасемпе, шыв башнисен тăрринче ĕçленĕ чухне инкек-синкек пуласран çирĕп асăрханатпăр. Техника хăрушсăрлăхĕ енĕпе иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче вĕренсе алла илнĕ удостоверенисем срокран тухнă май, хуçалăхри специалистсене /бригадирсене, фермăсен заведующийĕсене/ Шупашкартан килнĕ специалистсем çĕнĕрен вĕрентсе ятарлă документсем пачĕç. Пурĕ 17 çын техника, 3 çын пушар хăрушсăрлăхĕ, 2 çын гражданла оборона енĕпе вĕренчĕç.

Ака, вырма вăхăтĕнче аякри хирсенче ĕçлекен техникăна ĕç хыççăн та унтах хăварнă. Вĕсене çĕрлехи вăхăтра сыхлама дежурство йĕркелетпĕр.

Техника, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнса ĕçлесен инкек-синкекрен асăрханма пулĕ. Чи хакли сывлăх пулнине самантлăха та манса каяр мар. Ял хуçалăх предприятийĕнче планпа палăртнă медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнисĕр пуçне, кашни 3 çулта вырăнти поликлиникăра йĕркелекен тÿлевсĕр диспансеризаци витĕр тухассине те хастарлăрах хутшăнма кирлине палăртса калатпăр.

Инкек-синкек ан пултăр тесен техника, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнса, тĕрĕс пурнăçласа пымалла.

М.КУПРИЯНОВ,
акционерсен «Прогресс» хупă обществин техника хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен инженерĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code