Инкек куçа курăнса килмест çав.
Çак таранччен 89 çула çитнĕ Сергей Григорьев килĕнче пĕчченех пурăнатчĕ. Сывлăхĕ те лайăхчĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыратчĕ. Эрех ĕçмен, пирус туртман, ялан урамра утса çÿретчĕ, тăванĕсем патне кайса калаçса ларма юрататчĕ, хăй пек ватăсемпе хутшăнатчĕ. Ялта унăн икĕ хĕрĕ çемйисемпе пурăнаççĕ. Ывăлĕ те ялта уйрăм çурт çавăрнă. Ачисем ашшĕне пулăшсах тăнă.
Кĕтмен çĕртен Çерук тете пÿртĕнче такăнса ÿксе пĕçĕ шăммине хуçтарнă. Халĕ утаймасть, вырăнпах выртать. Ялти хĕрĕсем иккĕшĕ те пенсие тухнă. Вĕсем, Валентина Мироновăпа Елена Иванова, ашшĕне питĕ лайăх пăхса тăраççĕ. Пĕр талăк Валя хĕрĕ ашшĕпе пĕрле, тепринче — Лена. Ашшĕне самантлăха та пĕччен хăвармаççĕ.
Çерук тетен кĕçĕн хĕрĕ Наташа Шупашкарта тĕпленнĕ. Вăл та кашни эрнере канмалли кунсенче ашшĕ патне васкать. Петя ывăлĕ автомашинăпа инçетри рейссене çÿренĕрен часах килсе çÿреймест. Çерук тете ватлăхра пĕччен мар, ачисем юнашар пулнипе телейлĕ.
Ун пек пĕçĕ шăммине хуçтарнă 79 çулхи Мария Морозова та вырăнпах выртать. Ăна та хăйпе пĕрле пурăнакан Сергей ывăлĕ тăрăшса пăхать. Малтан хĕрарăма инсульт пулнăччĕ. Ун хыççăн аван çÿретчĕ-ха. Халĕ каллех инкек килсе çапрĕ. Амăшĕ патне ютра пурăнакан хĕрĕсем те килсех тăраççĕ. Ачисем пăхса тăракансен пурăнас çулĕсем вăраха тăсăлас шанчăк пур.
Сывă пурăннă чухне ватăсем хăйсем тĕллĕн кăштăртатса пурăнаççĕ-ха. Йывăр чирлесен вара ачасен пулăшăвĕ кирлех. Нумай ача-пăча çуратнă ватăсем телейлĕ. Вĕсене ывăл-хĕрĕсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса пăхсах тăраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пурнăçра йĕркеллĕ пурăнсан, тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани парсан ватлăхра ачисен хисепне тивĕç пулаççех.
О.МИРОНОВА.
Таяпа Энтри ялĕ.