Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Унра вăй-хал иксĕлми

Унра вăй-хал иксĕлми

Шкул мĕн пĕчĕкрен кашни ачана вĕренме çеç мар, ĕçлеме, пурнăçа юратма вĕрентет. Халĕ, çулсем иртнĕ майăн, иртнĕ тапхăра каялла «тавăратăн», пĕр коллективра тăрăшнисене аса илетĕн…

Тăрăм ялĕнче пурăнакан Венера Петрова (хĕр чухнехи хушамачĕ Ефремова) çинчен кĕскен çырса пĕлтерес тетĕп. Вăл 70 çул каялла Шупашкар округĕнчи Янăш ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Мамăшри вăтам шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вырăс чĕлхипе литература уйрăмне пĕтернĕ.

Педагог ĕçне суйласа илесси амăшĕнчен, 45 çула яхăн пуçламăш классене вĕрентнĕ Юлия Васильевнăран, куçнă пулĕ.

— Çемьере икĕ хĕр те виçĕ ывăл ỹснĕ эпир, — таврăнать ачалăха Венера Георгиевна. — Эпĕ — асли, ачашланса ларма вăхăт пулман. Атте, Георгий Ефремович, колхозра водительте ĕçленĕрен, эпир ăна килте курман та темелле. Çавна май кил-хуçалăхра хамăрăнах тимлемелле пулнă.

Çитĕнсен колхоз ĕçĕсене кỹлĕннĕ. Çĕр улмине сенĕкпе кăларнă иккен, лаптăкĕ те пĕчĕк пулман. Шултăрине тата вĕттине уйрăммăн суйласа пуçтарни те хаклă вăхăта самаях илнĕ. Курăк çулса утăлăх хатĕрлесси, ăна капана хывасси те хăнăхнă ĕç.

Кĕçĕннисем — Владимир, Валерий, Василий, Василиса — пурте аслă пĕлỹ илсе хăйсен ĕçĕсемпе тăрăшаççĕ. (Асăрхăр: Ефремовсен пĕтĕм ачин ячĕ пĕр пек сас паллирен пуçланать).

Аслă шкул дипломне алла илнĕ хĕре направленипе Тăрăм шкулне ĕçлеме яраççĕ. Пирваях учитель вăл, унтан директорăн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма çирĕплетеççĕ. 15 çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшать çак должноçра. Ку ялтах Турă çырнипе, Владимир Петровпа çемье çавăрать.

Вĕрентекенĕн ачасене ырă чунлă, пысăк чĕреллĕ пулма хăнăхтармалла, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрлемелле, кăмăл туртăмне кура професси суйласа илме пулăшмалла. Венера Георгиевна ачасен пĕлĕвне çирĕплетес, хăнăхăвне аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ пултарулăх конкурсне, ăс-хакăл вăййисене явăçтарать. 2007 çулта вĕренекенсен ушкăнĕ республикăри «Пĕчĕк çеç путене» фестивальте лауреат ятне тивĕçнĕ.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕн вăй-халĕ паян та иксĕлми — лара-тăра пĕлмест. Чун канăçлăхне обществăлла ĕçсенче тупать вăл. Суйлав тапхăрĕсенче пĕр хутчен мар комисси членĕн, секретарĕн тивĕçĕсене туса пыма шаннă. Вунă çул ялти хĕрарăмсен канашне ертсе пырать. Пултаруллă алă ăстине тĕрĕ-эрешсĕр те лартаймăн. Кăçалхи округри Акатуйра вăл çыхнă чĕнтерсен уйрăм куравĕ те ĕçленĕччĕ. Республикăри хĕрарăмсен Союзĕ йĕркеленĕ «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса хутшăнса видеоролик хатĕрленĕ вăл.

— Чи хакли маншăн — çынсене ырă тăвасси, яланах халăхпа пĕрле пуласси, — тет ĕнерхи вĕрентекен.

Петровсем хĕрĕсене те тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ. Вĕсем те маттур, аслă пĕлỹ илсе пурнăç çулĕ çине тăнă: Олеся — экономист, пайтаçă, Тỹскел ялĕнче çемйипе пурăнать, Татьяна — менеджер, Мускавра тĕпленнĕ.

Кукамăшĕпе кукашшĕ тăватă мăнукĕпе савăнаççĕ паян. Пиллĕкĕнччĕ вĕсем. Шел, Николай Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуçне хучĕ. Çак йывăр хуйха чăтăмлăн тỹссе ирттерчĕ çирĕп хĕрарăм, ялти чиркĕве çỹресе унăн чунĕшĕн Турра кĕлтурĕ, çăмăллăх ыйтрĕ. Чунне кил-тĕрĕшри ĕçпе пусарчĕ. Хуçалăхра мăшăрĕпе выльăх-чĕрлĕх тытса, тĕрлĕ пахча çимĕç туса илсе канăçлăх тупаççĕ.

Людмила ЕНЕДЕРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code