Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çирĕп пулччăр

Çирĕп пулччăр

«Çемьесем çирĕп пулччăр. Çапла пулсан çĕршыв та çирĕп!» Çапла палăртнă «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин черетлĕ ларăвĕнче.

Ларура шăпах «Çирĕп çемье» проект республикăра мĕнле пурнăçланнине тишкернĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, çак пуçарăвăн Чăваш Енри кураторĕ Алла Салаева ертсе пынă. «Çирĕп çемье» проект 2006 çултан пурнăçланать. Унпа килĕшỹллĕн республикăра тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене пулăшмалла, ачасене хавхалантармалли майсем тупмалла, çемье пĕлтерĕшне ỹстермелле тата ытти те — проектăн тĕп тĕллевĕ çак. Пĕлтĕр Чăваш Енре ку енĕпе нумай ĕç туса ирттернĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемьесене хавхалантарасси, Луганск тата Донецк халăх республикисенчен тăнăç пурнăç шыраса килнисене пулăшасси — çакна та мала кăларнă проекта пурнăçлакансем.

Кăçалтан «Çирĕп çемье» проектăн Чăваш Енри обществăлла канашне Чăваш Республикин ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова ертсе пырать.

— Чăн та, «çирĕп çемье» проект питĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен çĕршыв тĕреклĕхĕ шăпах çемьесем ура çинче çирĕп тăнинчен, туслă та килĕшỹре пурăннинчен килет. Çакăн евĕр çемьесенче ачасем те тивĕçлĕ воспитани илме пултараççĕ, тĕрлĕ енлĕ пултаруллă пулаççĕ. Çитĕнекен ăру вара, эпир пĕлетпĕр, округăн, республикăн, çĕршывăн ăнăçлă малашлăхĕ, — палăртать Алевтина Николаевна.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code