Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр-пĕрне ăнланса

Пĕр-пĕрне ăнланса

Тĕслĕх илмелли çемье Хăвăлçырма ялĕнче те сахал мар. Паян вара сăмахăм 53 çул каялла чăмăртаннă Григорьевсен çемйи çинчен пулĕ.

Марийăпа Виталий тĕрлĕ районта çуралса ỹснĕ. Кỹршĕ Комсомольски округĕнчи Йăлмахва ялне хăнана кайсан тĕл пулнă çамрăксем. Çĕмĕрт евĕр хура куçлă, кăтра çỹçлĕ хĕре курсан канăçне çухатнă Хăвăлçырма йĕкĕчĕ. Ун чухне хĕрсене вăрлас йăла пулнă та, Виталий нумай шутласа тăмасть, юлташĕсемпе Троицăра Каçал тăрăхĕнчи Шăхасан ялĕнчен хĕре вăрласа та килеççĕ.

Мария Николаевна 1947 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче çуралнă. Пурнăçне шут ĕçĕпе çыхăнтарать. Бухгалтер профессине алла илсе мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ялта ĕçлет.

— Нумай ертỹçĕпе ĕçлесе куртăм хам ĕмĕрте. «Искра», «Знамя», «Мир» хуçалăхсен председателĕсем — Алексей Купташкин, Илья Левый, Михаил Пирогов, Николай Осипов мана ĕçре хавхалантарса пычĕç, — кăмăллăн аса илет Мария Николаевна.

Çемье тĕрекĕ — Виталий Васильевич. 40 çул ытла колхозра трактористра вăй хунă. Вăл та çитмĕлтен иртнĕскер: 1949 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Канашри СПТУна пĕтернĕ те трактор штурвалне тытнă. Çемье çавăрнă хыççăнах Виталийăн Совет Çарне каймалла килсе тухать. Çамрăк кине аслисем — Василий Григорьевичпа Евдокия Кузьминична май çитнĕ таран пулăшса пынă.

— Паллах, ют çĕрте мăшăрсăр пурăнма çăмăлах мар, — хăйĕн шухăшне пĕлтерет Маруç аппа, — икĕ çул питĕ вăраххăн иртрĕ. Çапах та пăянампа пăятам маншăн çывăх çынсем пулса тăчĕç. Кирек хăçан та çынсемпе сăпайлă пулма, тĕрĕс çулпа пыма вĕрентсе пычĕç.

Виталий çартан таврăнсан йыш хушăнсах пынă Григорьевсен: 3 ывăлпа 2 хĕр. Вĕсем те хăйсем пекех маттур. Асли — Вадим — ашшĕ çулĕпе кайнă, хальхи вăхăтра «АСК-Яльчики» агрофирмăра тракторист пулса ĕçлет. Луиза мăшăрĕпе çирĕп хуçалăх тытса пыраççĕ. Светлана хĕрĕ те ялтах тĕпленнĕ. Ял йĕкĕчĕпе Сергей Волковпа çемье çавăрнă. Андрейпа Александр Шупашкар хулинче строитель пулса ĕçлеççĕ. Çемьеллĕ. Кĕçĕн хĕрĕ — Валентина — Патăрьел округĕнчи Тури Туçа ялне качча тухнă. Мăшăрĕпе севок лартса ỹстерессипе ытларах тимлеççĕ. 11 мăнукпа 2 кĕçĕн мăнукĕ паян Григорьевсен. Епле савăнмăн!

Чăнах тĕслĕх илмелĕх Григорьевсем. Мария Николаевнăна икĕ хутчен райсовет, пилĕк хутчен ял совечĕн депутачĕ пулма суйланă. Виталий Васильевич «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăна, Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Иккĕшĕн те «Ĕç ветеранĕ» медальсем пур. Паянхи кун та ахаль лармаççĕ, вăй çитнĕ таран ĕçлеççĕ. Маруç аппа — чăн-чăн алă ăсти: çыхма, тĕрлеме юратать. Кил-çурта унăн тĕрри-эрешĕ илем кỹрет. Виталий тете хĕрĕ-ывăлĕ патне мотоблок çине ларса утă кĕртме çỹрет.

— Мăшăрпа çур ĕмĕр ытла пурăнса тем те пулнă. Анчах çумра пурăнакан ватăсенчен именнĕ. 19 çул пăянампа, 25 çул пăятампа пĕр çуртра пурăннă. Вĕсенчен пирĕн вĕренмелли нумай пулнă. Каярах хамăн тăван аннене те кунтах илсе килтĕмĕр. Унтан тата унăн Нина аппăшĕшĕн те эпирех ватлăхра хỹтлĕх пултăмăр. Халь хамăр та ваттисен йышне кĕтĕмĕр. Йывăр вăхăтра, ĕç тумалла чухне ачасем пулăшма яланах вăхăт тупаççĕ, — ăшшăн калаçăва тăсать çỹçне кĕмĕл тĕс çапнă Мария Николаевна.

Виталий тетепе Маруç аппа питĕ тирпейлĕ те хăтлă пурăнаççĕ. Хăйсем каласа памасан, никам та вĕсене пĕр палламасăр çемье çавăрнă тееймĕн. Пĕр-пĕрне куçран пăхса калаçаççĕ, пỹлмесĕр итлеме пĕлеççĕ.

Халь чăмăртанакан çемьесене мĕн суннă пулăттăрччĕ тесен хурав çапларах пулчĕ: «Çамрăксене пĕр-пĕрне ăнланма сĕнетпĕр, чĕрене витермелле сăмахсем каласа сивĕнмелле мар. Вара çуртра яланах юратупа килĕшỹ хуçаланĕç».

Иван Яковлевич Яковлев халалĕнчи йĕркесене пăхăнса пурăннăнах туйăнаççĕ Григорьевсем. Çемьене çирĕп тытса пыраççĕ, пуршăн-çукшăн чăркăшмаççĕ. Уявсенче ачасем тăван киле пуçтарăнаççĕ, амăшĕ кăмакара пĕçернĕ çăкăра тутанаççĕ, какайпа пĕçернĕ шарккăва çисе киленеççĕ.

Виталипе Мария Григорьевсен малалла та çемье ăшшине упраса пурăнмалла, ачисен, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнмалла пултăр.

Зинаида МИХЕЕВА,
ялти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code