Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемье тĕрекĕ — юратура

Çемье тĕрекĕ — юратура

Çур ĕмĕр каялла ялсенче çулталăкра вуншар çемье чăмăртаннă. Вунă яла пĕрлештерсе тăракан Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче ун чухне 80-90 çемье мăшăрлану хутне алла илнĕ, 200-250 ача çуралнă.

Çавăн пек шавлă çулсенче вăрçă хыççăн çуралнă çамрăксем пурнăçа аталантарса пынă. Уяв умĕн çавсенчен пĕрисенпе — Станиславпа Альбина Сапожниковсемпе паллаштарас терĕм.

…Николай Сергеевичпа Дарья Сафроновна Сапожниковсем 6 ачана пурнăç парнеленĕ. Кил хуçи вăрçа тухса кайнă чух мăшăрĕ икĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлнă. Шофер ĕçне лайăх пĕлнĕскере автомашина шанса панă, снарядсем турттарса тăнă вăл. Турă сыхланипе Германи çĕрĕ çине çитме пултарнă. Çĕнтерỹпе таврăнсан ăна колхозра грузовик çине лартнă. Мăшăрĕ сад бригадинче тăрăшнă, аслă ачисене пĕрле илсе çỹресе ĕçе хăнăхтарнă. Вăрçă хыççăн çемьере тата икĕ хĕрпе икĕ ывăл хутшăннă. 1948 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Славик кун çути курнă. Аслăраххисем пепкене хапăл туса йышăннă. Çулсем иртнĕ май хуçалăх вăй илсе пынă, халăхăн пурнăç шайĕ те лайăхланнă.

Çул çитсен Славик ялти шкула çỹреме пуçланă. Ку вăхăтра кĕçĕн класс ачисем çынсем патĕнче вĕренсе çỹренĕ — икĕ пỹртлĕ хуçалăхсем пĕрне арендăна панă. Славик те 1961 çулччен темиçе килте вĕренме ĕлкĕрнĕ. 400 вырăнлăх икĕ хутлă шкул уçăлни тавра ялшăн та чи пысăк уяв пулнă. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн, юлташĕсем хистенипех, Çĕмĕрлери профессипе техника училищине вĕренме кĕнĕ. Столяр документне алла илнĕ вăхăта Находка хулинчен вербовщик килет те çамрăксене пуçтарса каять. Вĕсен йышне Славик те лекет. 12 чăваша общежитие вырнаçтарать. Пулă тытма тухакан карапсене юсама пикенеççĕ йĕкĕтсем.

Çар службине те çавăнтанах каять каччă: 1968-1969 çулсенче Хабаровск хулинчи пĕр чаçре тăрать. Пултаруллă салтак командирсен тав сăмахĕсене пĕр хутчен мар тивĕçет. Тăван тăрăх вара хăй патнех туртнă.

Тĕрекленсе çитнĕ яш яла таврăнать. Паллах, кунта та лайăх улшăнусем кĕтеççĕ. 1970 çулта «Победа» колхоз хăй вăйĕпе кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă участок больници хута ярать. 3 тухтăр, 16 медсестра ĕçленĕ унта. Водителе вырнаçнă ĕнерхи салтак чĕрине канăçсăрлантарнах вĕсем. Вăл вара вĕсенчен пĕрне — чи хитрине, чи ĕçченнине суйласа илет. Тĕпсĕр тинĕс пек кăвак куçсем, яштака кĕлетке. Кавал хĕрĕ, Альбина Смирнова, педиатр тухтăр çумĕнчи медсестра вăл. Тавра ялти чылай каччă хĕре мăшăр тума ĕмĕтленнине пĕлнĕ Станислав нумай шутласа тăмасть: октябрьте пикене вăрласа килнĕ хыççăн тепĕр икĕ уйăхран туй та кĕрлеттереççĕ.

Пурнăç хăй еккипе малалла шăвать. Çемье те хутшăнма тытăнать, Надеждăна — пĕрремĕш пепкене алла илеççĕ. Хуçалăхра пултаруллă ĕçченсем кирлĕрен, арçынна бензин турттаракан машинăна шанаççĕ.

Килте ватăсем пулни çамрăксемшĕн тĕрев те. Хăйсем кунĕпех ĕçре, хăш-пĕр чухне каçа юласси те пулать. Çулсем иртнĕ май Иринăпа Марина çуралаççĕ. Кашни ашшĕ-амăшех ачисене çителĕклĕх кỹресшĕн ĕçлет мар-и?

— Самолетсемпе уй-хире удобрени сапнă тапхăрсенче авиабензин турттарма Шупашкара кун-каçа икĕ рейс тăваттăмăр, — каласа парать Станислав Николаевич. — Нефтебазăра бензин пулман чухне Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинех çитсе килеттĕмĕр. Ун чухне çулсем ăмсанмалăх марччĕ çав. Туçа чиккинчен асфальт çул вĕçленетчĕ, пирĕн техникăна вара тракторсемпе сĕтĕрсе кăларатчĕç.

Бензовозпа ĕçлесех пенсие тухнă С.Сапожников. Ун хыççăн 6 çул колхоз автобусне çỹретнĕ-ха вăл. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 49 çул. Хисеп, Тав хучĕсем чылай ĕç ветеранĕн. Хастарлăхне кура санаторисемпе кану çурчĕсенче канма та темиçе хутчен путевка панă.

«Турă пỹрни», — теççĕ халăхра Станиславпа Альбина Сапожниковсем пек мăшăра. «Яланах пĕр-пĕрне ăнланма, пулăшма тăрăшнă», — тет Альбина Александровна. Унăн та ĕç стажĕ пĕчĕк мар: 46 çул. Миçе ача ун алли витĕр тухнине шутласа та кăлараймăн. Аслă Пăла Тимеш, Кушкă, Исемпел ялĕсенчи шăпăрлансене пĕтĕмпех вăл пăхса тăнă.

— 1970 çулсенче çак виçĕ ялта 110-120 ача çуралатчĕ, — аса илет кăмăллă хĕрарăм, — пĕчĕк Исемпелĕнче кăна пĕр çулхине 22 ача çут тĕнчене килнĕччĕ.

Альбина Александровнăна вăл пăхнă, сипленĕ ĕнерхи ачасем паян «иккĕмĕш анне» тесе ăшă сăмахсем калаççĕ, çуралнă кунсенче саламлаççĕ. Унăн пархатарлă ĕçне КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Совечĕн (2 хутчен), Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе палăртнă.

Сапожниковсен хĕрĕсем те мухтанмалăх. Надежда — ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейра химипе биологине ертсе пырать. Вăл 2014 çулта Раççейри вĕрентекенсен конкурсĕнче çĕнтернĕ, пултаруллă ачасене аталанма пулăшакан вĕрентекенсене укçан хавхалантаракан премине тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе пĕр хĕр çитĕнтернĕ.

Ирина Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен агроном-экономиста вĕренсе тухнă, унтах кадрсен пайĕнче ĕçлет.

Марина И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ. Врач-косметолог. Вĕсен çемйинче икĕ хĕр ỹсеççĕ.

Ватăсем хулари пек условисенче пурăнаççĕ. Йĕри-тавра тирпей-илем. Пỹртре те, пахчара та тĕрлĕ чечек куçа илĕртет. Улми-çырлине те, пахча çимĕçне те туса илеççĕ, хăйсене йăпанмалăх чăх-чĕп усраççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем пурте пĕрле пуçтарăнса килсен вара кил хуçисенчен телейли те çук. Амăшĕ хут купăса тăсса ярсан, ашшĕ гитара хĕлĕхĕсене вылятма пуçласан кашни тĕл пулу уява çаврăнать.

Зинаида ПОРТНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Станиславпа Альбина Сапожниковсем кĕçĕн хĕрĕпе Маринăпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code