Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Пăла тăрăх юрă кайрĕ ян та ян!

Пăла тăрăх юрă кайрĕ ян та ян!

Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли, çывăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ỹссе çунат сарнă. Ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Кирек ăçта тĕпленсе пурăнатпăр пулсан та, тăван ял пур пĕрех хăйĕн ытамне туртать. Унта эсĕ çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа, пысăк хавхаланупа пырса кĕретĕн…

Шăматкун Курнавăш территори пайĕнче Шупашкарти «Елчĕксен ентешлĕхĕ» обществăлла организаци йĕркеленĕ уяв кашни çынра çак туйăмсене çуратрĕ-тĕр. Çĕнĕ Пăвари укăлча çывăхĕ вăл кун округ акатуйне аса илтерчĕ: пултаруллă ентешсен баннерĕсем, ал ĕç куравĕсем, суту-илỹ вырăнĕсем… Ачасемпе яш-кĕрĕм спортăн тĕрле тĕсĕнче вăй виçме пултарчĕç.

Пĕрлешỹ ертỹçи, Елчĕк округĕн хисеплĕ гражданинĕ Юрий Карпов пуçарăвĕпе халĕччен ытти сакăр ял территори пайĕнче ирттернĕ тăванлăх уявĕ хăйĕн «финишне çитрĕ». 9-мĕшне ирттерме сăлтавĕсем те тивĕçтернĕ. Ик-виç кун маларах «Нива» агрофирма» сахал яваплă обществăпа «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ тыр-пул пухса кĕртессине округра çеç мар, республикăра та чи малтан вĕçленĕ. Сăмах илнĕ Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çавна май вĕсенче вăй хуракансене уйрăммăн саламласа хастар ĕçшĕн тав турĕ, Сергей Бобров слесаре, Владимир Гладков водителе, Павел Иванов механике ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Чыс-сума тивĕçнисен пĕтĕмĕшле йышĕ вара çав тери пысăк пулчĕ — 80 яхăн!

Леонард Васильевич ентешлĕх уявĕн тĕллевĕ тĕрлĕ сферăра малта пыракансене, общество ĕçĕн хастарĕсене чысласси, вĕсен канăвне йĕркелесси тĕп вырăнта пулнине палăртрĕ. Вырăнта власть органĕсемпе пĕрле килĕшỹре тимленĕрен, тĕрлĕ проект-программăна анлă çул панăран территори пайĕнче курăмлă ĕç чылай пурнăçланине те асăнчĕ вăл.

Уява пухăннисене çавăн пекех Курнавăш территори пайĕн начальникĕ Алексей Мартышкин, Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Петр Купташкин, республикăри вăрçăпа ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата право органĕсен ветеранĕсен канашĕн президиумĕн членĕ Серафима Терентьева, округри пенсионерсен канашĕн председателĕ Вера Васильева тата Юрий Карпов саламларĕç.

— Округри ялсенче ентешлĕх уявне ирттерессине регионта эпир пуçласа йĕркелерĕмĕр, — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Юрий Михайлович. — Хулапа ял çыхăнăвĕ кирек хăçан çирĕп пулма кирлĕ. Çакăн пек мероприяти пире пурне те пĕрлештерет, туслаштарать тесе шутлатăп. Ушкăнпа пысăк ĕçсене пурнăçа кĕртме те çăмăл.

Уявăн пуян программине Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Светлана Архипова çỹллĕ шайра ертсе пычĕ. Юрă-ташă коллективĕсемпе вĕсен ертỹçисене те туллин паллаштарса сцена çине йыхравларĕ вăл. Куракансем Патреккел халăх хорне, Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх фольклор ансамбльне, Вырăскассинчи «Шанăç» халăх фольклор ушкăнне, хĕр ачасен «Камбрэ» ташă ушкăнне тата уйрăм юрăçсене хапăл туса йышăнчĕç.

Пĕрлĕхлĕх праçникĕн юрă-ташă пайĕ кунпа çеç вĕçленмерĕ-ха. Унăн тăсăмĕ Çĕнĕ Пăваран тухнă Чăваш халăх артисчĕпе, Тутар Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕпе, Чĕмпĕр облаçĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Вячеслав Христофоровпа çыхăннă: шăпах пĕр кун маларах вăл хăйĕн 60 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ.

Унăн творчество çулне кĕскен тишкерсен çакă курăнать. Вячеслав Васильевич Çĕрпỹри культурăпа çут ĕç училищин хор дирижерĕсен уйрăмне, Хусанти патшалăх консерваторине пĕтернĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче, Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, Чăваш патшалăх филармонийĕнче ĕçленĕ. Халĕ — Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи «Янра, юрă» ушкăн ертỹçи. Пĕтĕм чăвашсен «Кĕмĕл сасă» фестивалĕн пĕрремĕш çĕнтерỹçи, Ф.Лукин ячĕллĕ республикăри çамрăк юрăçсен лауреачĕ.

Ăста тенор янăравлă та мăнаçлă сассипе юрă хыççăн юрă парнелерĕ ентешĕсене, Кĕçĕн Пăла тăрăх ян та ян! кайрĕ вăл. Унăн сцена çинчи тыткаларăшĕ, пит-куç вылявĕ пĕтĕм хайлавра çыпăçуллă, куракансене тивĕçтерỹллĕ. Кашни юрра тулли чун-хавалпа шăрантараканскершĕн ячĕшĕн сцена çине тухасси ют. Паллă артистăн паха енĕсене ăна саламлакансем те палăртрĕç.

Вячеслав Христофоровăн юррисем таврана чылайччен саланчĕç…

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code