Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аталану çулĕпе — малалла

Аталану çулĕпе — малалла

Ытларикун округра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулчĕ. Вăл Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Елчĕк районĕн 2022 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетес тата 2023 çулта пурнăçламалли ĕçсене палăртас тĕллевпе ирттернĕ анлă канашлăва хутшăнчĕ.

2022 çулта район администрацийĕ наци проекчĕсене, патшалăх тата муниципалитет программисене пурнăçласси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Пĕтĕмлетỹсене тишкернĕ май чылай енĕпе çитĕнỹсем тунине курма пулать.

Иртнĕ çулăн пĕлтерĕшлĕ пулăмĕсенчен пĕри — Елчĕк районĕпе ял тăрăхĕсене Елчĕк муниципалитет округне пĕрлештересси пулса тăнă. Çавна май Елчĕк муниципалитет округĕн депутачĕсен суйлавне ирттернĕ тата Елчĕк муниципалитет округĕн депутачĕсен пухăвне йĕркеленĕ.

МУНИЦИПАЛЛĂ ПРАКТИКА

Çулсерен республикăра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне тишкереççĕ. Пĕлтĕр Елчĕк районĕ Чăваш Республикинчи муниципалитет районĕсем хушшинче чи лайăх кăтартусемпе палăрса II степень Диплома тата 4071 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Çак укçа-тенкĕрен 4 миллион тенкине «Елчĕк — Кĕçĕн Таяпа» автомобиль çулне (410 метр) юсама, 71 пин тенкине Аслă Таяпари Хулаш пирки пĕлтерекен туризм информаци стендне йĕркелеме усă курнă. Çавăн пекех Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Вера Турхан «Чи лайăх муниципалитет служащийĕ» конкурс çĕнтерỹçи пулнине те ырăпа палăртмалла. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм — Елчĕк районĕнчи ял тăрăхĕсем Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсăн регионти тапхăрне çуллен хастар хутшăнса малти вырăнсене йышăнни. Пĕлтĕр те пысăк çитĕнỹсем тунине палăртмалла. Елчĕк ял тăрăхĕ «Муниципальная экономическая политика и управление муниципальными финансами» номинацире çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. «Укрепление межнационального мира и согласия, реализация иных мероприятий в сфере национальной политики на муниципальном уровне» номинацире 2-мĕш вырăна Лаш Таяпа ял тăрăхĕ йышăннă. Çавăн пекех Елчĕк ял тăрăхĕ «Градостроительная политика, обеспечение благоприятной среды жизнедеятельности населения и развитие жилищно-коммунального хозяйства» номинацире 3-мĕш пулнă. Халăх пурăнакан вырăнсене хăтлăх кĕртме пулăшакан смотр-конкурс та призерсемпе савăнтарнине ырăпа палăртмалла. «Уйрăм урамсене симĕслетесси тата хăтлăх кĕртесси» номинацире Аслă Елчĕк ялĕнчи Калинин урамĕ 2-мĕш, «Социаллă сферăри территорине çĕнетес тата хăтлăлатас» номинацире Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул, «Нумай хваттерлĕ çуртсен çумĕнчи территорие çĕнетес тата хăтлăлатас» номинацире Елчĕкри Октябрь урамĕнчи 26-мĕш çурт, «Уйрăм çурт-йĕр лаптăкĕсене симĕслетесси тата хăтлăх кĕртесси» номинацире Çĕнĕ Пăвари Садовая урамра пурăнакан Игорь Докторов хуçалăхĕ 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

ĔÇ РЫНОКĔ

Елчĕк районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерес пулсан, 2022 çулта организацисен тавар çаврăнăшĕн ỹсĕмĕ виçĕм çулхипе танлаштарсан 24,3 процент пулнă. Пĕр уйăхри вăтам ĕç укçин ỹсĕмĕ — 13,5 процент (çулталăк вĕçĕ тĕлне 29559 тенкĕпе танлашнă). Ĕçлеме пултаракан халăх тĕлĕшпе ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,75 процентпа танлашать. 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта 55 ĕçсĕр çынна регистрациленĕ. Хальхи вăхăтра пĕтĕмпе 321 ваканси.

Иртнĕ çул асăннă центр пулăшнипе пурĕ 565 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Регистрациленĕ граждансене ĕçпе тивĕçтереслĕх 89,40 процентпа танлашнă.

Кадрсем çитменни районти больницăна та пырса тивет — паянхи кун 11 тухтăр тата 11 вăтам звенори медицина ĕçченĕ çитмест. Ку ыйтăва татса парассипе ĕçлеççĕ: тĕп больницăна ĕçлеме çамрăк специалистсене явăçтарас тĕллевпе кашни çулах абитуриентсемпе тĕллевлĕ килĕшỹсем хатĕрлеççĕ. «Земский доктор» программăпа 19 тухтăр ĕçе вырнаçнă пулсан, вĕсенчен паянхи куна 8-шĕ анчах ĕçлет. Раççей Федерацийĕн аталанăвĕн 2030 çулчченхи наци тĕллевĕсенчен пĕри — халăх сывлăхне упрасси, пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парасси.

Халăхăн чухăнлăх шайне чакарас тĕллевпе «социаллă контракт» ĕçлет. 2022 çулта районта 10868 пин тенкĕлĕх 85 килĕшỹ тунă. Асăннă пулăшу отчетлă çулта сахал тупăшлă çемьесен шутне 15 процент таран чакарма пулăшнă.

БЮДЖЕТ

Пĕчĕк предприятисен (8,7 процент), хăйсен ĕçне йĕркелекенсен (31 процент) йышĕ ỹссе пыни савăнтарать. 2022 çул вĕçне пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 1159 субъектне (2021 çулта — 1066) регистрациленĕ. Çав шутра 73 (77) пĕчĕк тата вăтам предприяти, 401 (467) уйрăм предприниматель тата хăйсен ĕçне пуçарнисем — 685 (522) çын.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен продукци çаврăнăшĕ пĕлтĕр 28,2 процент таран ỹссе 2 миллиард та 749 миллион тенкĕпе танлашнă.

Бизнеса аталантарма грант илнĕ Чăваш Енри 11 çамрăк предприниматель хушшинче пирĕн округри Илья Григорьев уйрăм пайтаçă та пур.

Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парасси тата вĕсене пахалăхлă пурнăçласси вырăнти бюджет тупăшĕсен калăпăшĕнчен килни паллă. 2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ тупăшсем тĕлĕшпе 576 млн та 500 пин тенкĕпе танлашнă (2021 çулхинчен 20 процент чухлĕ ỹснĕ), харпăр тупăшĕсем 133 млн та 300 пин тенке (14,3 процент) çитнĕ.

Пĕрлештернĕ бюджета налукран 109 млн та 692 пин тенкĕ тупăш кĕнĕ — виçĕм çулхипе танлаштарсан 11,8 процент чухлĕ ỹснĕ.

2023 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕрлештернĕ бюджета 23 630 пин тенкĕ чухлĕ налук мар тупăшсем кĕнĕ, бюджет тăкакĕсем — 570,3 млн тенкĕ.

Муниципалитет пурлăхĕпе усă курассин тухăçлăхне ỹстересси пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен сферинче тĕп тĕллев шутланать. Ку тĕлĕшпе бюджета 14386 пин тенкĕ (планпа пăхнин 108 проценчĕ) кĕнĕ.

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

Асăннă отрасль Елчĕк муниципалитет округĕн экономика аталанăвĕн тĕп никĕсĕ пулса тăрать. Ял хуçалăхĕн мĕн пур категорийĕнче туса илнĕ продукци калăпăшĕ 3202 млн тенкĕпе танлашнă. Тĕш тырă культурисен производствин калăпăшĕ — 85,8 пин тонна, 2021 çулхинчен 51,3 процент пысăкрах. Сĕт туса илесси виçĕм çулхипе танлаштарсан 13 процент (35420,7 тонна) ỹснĕ. Çав вăхăтрах аш-какай производстви 13 процент (2812,4 тонна) чакнă. Тĕп сăлтавĕ — Ленин ячĕллĕ тата «Рассвет» хуçалăхсенче сыснасен шутне чакарнинче. Ял хуçалăх организацийĕсенче выльăх шутне, аш-какай туса илессин калăпăшне ỹстерес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле.

Юлашки виçĕ çул хушшинче районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 910 млн тенкĕлĕх 396 единица техника туяннă. Пĕтĕмĕшле илсен, инвестици проекчĕсемпе ĕçлесси те кал-кал пырать.

Пĕлтĕр инвестици активлăхне ỹстерме муниципалитет округĕн инвестици профильне туса хатĕрленĕ. Тĕпчев шайĕнче тĕп проблемăсене, ресурс тивĕçтерĕвĕсене тупса палăртнă, инвесторсемпе ĕç диагностикине, çавăн пекех территорине çирĕп аталантармалли эксперт хаклавне ирттернĕ.

Районта пурăнакансем ача-пăчана аталантаракан, йăлари пулăшу ĕçĕсен центрĕсем, кану паркĕ, çемьесем валли кафе тата уйрăм поликлиника пек социаллă сферăн объекчĕсем кирлине палăртнă. Пĕтĕмпе 55 бизнес-идея панă: тĕш тырăсене тирпейлес ĕçе йĕркелесси, кĕрпе туса илесси; вырăнти сĕт туса илекенсен чĕр таварĕнчен сĕт туса илекен производствăна йĕркелесси; РФ Миноборонин продукцийĕ туса кăлармалли çĕвĕ цехне йĕркелесси; комбикорм туса кăларассине йĕркелесси; керамика изделийĕсен цехне уçасси (брусчатка, кирпĕч, черепица) т.ыт.те.

Муниципалитет округĕн ертỹлĕхĕ предпринимательлĕх тата инвестици ĕç-хĕлне пурнăçланă чухне тухса тăракан мĕнпур ыйтупа бизнес-пĕрлĕх представителĕсемпе калаçу пуçарма яланах уçă.

Пирĕн тĕллев — округра ял хуçалăх продукцине май килнĕ таран ытларах туса илесси, çакăн валли çитĕнтернĕ продукцие тирпейлемелли производство цехĕсене уçасси.

2023-2025 çулсенче пĕтĕмĕшле 539,8 млн тенкĕ чухлĕ 30 проект пурнăçлама палăртнă. Ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх пулăшăвĕ 70 ытла çул-йĕрне палăртать. Ял хуçалăх организацийĕсен ертỹçисене, çавăн пекех муниципалитет округĕнчи мĕнпур предпринимательсене пулăшу программисене май килнĕ таран хастартарах хутшăнма, çавна май бизнес-идейăна пурнăçа кĕртме чĕнсе каларĕ Леонард Левый.

ЭКОЛОГИ

Паян пирĕн умра пулас ăрусем валли тавралăх хутлăхне сыхласа хăварасси кăна мар, унăн пурлăхне май килнĕ таран лайăхлатасси те тĕллев шутĕнче.

Хытă каяшсене 100 проценчĕпех уйрăммăн сортламалли тата вĕсене 50 процентран кая мар продукцие çавăрмалли пирки те ĕçлемелле. Çавна май кăçал ăпăр-тапăра уйăрма 894,8 пин тенкĕлĕх контейнер туянма палăртнă.

СТРОИТЕЛЬСТВО

Район администрацийĕн ĕç-хĕлĕнче пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрсенчен пĕри граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси яланах пулнă тата юлать те. 2022 çулта Елчĕк районĕнче 9 çурт (1083 тăв.м) туса лартнă.

Ял территорийĕсенче пурăнакан граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли мероприятисен шайĕнче иртнĕ çул 587,8 пин тенкĕлĕх Свидетельствăсем панă.

«Раççей Федерацийĕн гражданĕсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсене тивĕçтересси» патшалăх программи шайĕнче 7 çамрăк çемьене пĕтĕмĕшле 5,1 млн тенкĕ чухлĕ пулăшу кỹнĕ.

Пилĕк тăлăх ачана тата ашшĕ-амăшĕн асăрхавĕсĕр юлнă ачасене (пĕтĕмĕшле 4,1 млн тенкĕлĕх) хваттер уççисене панă.

«Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен» калакан саккуна пурнăçлама пуçланăранпа мĕн пурĕ 288 нумай ачаллă çемьене харпăрлăха тỹлевсĕр тăратнă. 269 (93 процент) çемьене çĕр участокĕсемпе тивĕçтернĕ.

Планпа палăртнă тĕллевсене пĕлтĕр 100 проценчĕпех пурнăçланă — 10 çĕр лаптăкĕ уйăрса панă.

Елчĕкри вăтам шкулта 53,6 млн тенкĕлĕх çĕнĕ столовăй хута янă. Халĕ ĕнтĕ ачасене апатлантарассинче çивĕчлĕх çук.

Иртнĕ çул ФАПсем тăвассипе, шыв башнисене, автоçулсене, çуртсен тăррисене юсассипе… сахал мар ĕç пурнăçланă. Асăннă тата ытти тытăмра кăçал та курăмлă ĕçсем чылай пулĕç.

ВĔРЕНỸ

Стипендиатсене — Свидетельствăсем

Ачасене пырса тивекен ыйтусем патшалăхăн тĕп политики пулса тăраççĕ. Çакна тума ачасен ăс-хакăлне аталантарма, вĕсене патриотизм, гражданлăх тата аслисене хисеплеме пулăшакан условисем йĕркеленеççĕ.

Пуçламăш классенче вĕренекен 533 ача куллен тỹлевсĕр вĕри апат çиет. Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем вара — икĕ хутчен. Сахал тупăшлă çемьесенчи 70 вĕренекен те çăмăллăхпа усă курать.

Шкул ачисем Раççей шайĕнчи предмет олимпиадисенче, ăслăлăх конкурсĕсенче палăрнине те палăртма кăмăллă.

Кавал ялĕнче çуралса ỹснĕ Полина Андрееван çитĕнĕвĕсене палăртмасăр та хăварма юрамасть. Пĕлтĕр вăл Раççейре йывăр атлетика енĕпе чи лайăх спортсмен пулса тăчĕ.

Кăçал чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Унăн 102 çул каялла çырнă халалĕсем паянхи куншăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене вуласчĕ, ăша хывасчĕ.

2023 çула Раççейре Педагогпа наставник, Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе палăртнă. Çак виçĕ пулăм та пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă.

Елчĕк муниципалитет округĕнче çак тĕллевпе мероприятисене ачасен сывлăхне çирĕплетме, сыхлама, ачаллă çемьесене социаллă пулăшу памалли майсене ỹстерме, паха пĕлỹпе тивĕçтерме ярĕç.

Анлă канашлура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тухса калаçнă. Вăл Елчĕк округĕ лайăх аталанакан округсенчен пĕри, пуçарусемпе проектсене анлă çул парас тĕлĕшпе уйрăмах активлă ĕçленине палăртнă. Çавăн пекех унта ЧР Вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров тата ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова та сăмах илчĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code