Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аваллăхра — чун уççи

Аваллăхра — чун уççи

Тÿскелти культура керменĕнче иртнĕ «Янра, хуткупăс!» фестиваль хыççăн пуçа килнĕ шухăшсем…

Паянхи саманара, çĕнĕ информаци технологийĕ вирлĕ аталаннă май, нумай хыпарпа васкавлă паллашма пулать. Паллах, кунта сиен пайĕ те сахал мар, кăмăл-сипете хавшатас тĕллевлĕ материалсенчен питĕ сыхланни кирлĕ. Вуласа та, курса та пĕтĕм «тасамарлăха» ăс-тăна хыватпăр. Тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тăваясчĕ кăна.

Мĕн итлетпĕр? Тем те пĕр. Хăш-пĕр юрăсен шухăшĕ те, рифма-ритмĕ те çук, кĕвви те урăх халăхсен. Музыка хатĕрĕсен вырăнне кĕвве компьютер шăрантарать. Юрлама саншăн, тархасшăн, фонограмма пултарать.

Пуш параппанлăха хирĕçле унччентерехри ырă пулăмсене çĕнĕрен вăя кĕртни сумлăха тивĕç. Тÿскелсем пултарчĕç çакна. Тÿрех зона шайĕнче йĕркеленĕ «Янра, хуткупăс!» фестивальпе çирĕплетрĕç. Хăйсем калашле: «Тÿскел хуткупăс конкурсĕн центрĕ пулмалла».

Пулмалла паллах! Мероприятие питĕ тĕплĕ хатĕрленсе ирттернипе çеç мар, пуçаруçăсен, ял çыннисен чун-кăмăл уçăлăхĕ, ăшпиллĕхĕ çапла тума хистет.

Фестивальте Сергей Краснов /Çирĕклĕ Шăхаль/ вĕрентекен хуткупăсçăсем, Турханти Георгий Смирнов студент, Анатри Тимешри Олег Александров фермер, Аслă Елчĕкри Виталий Орехов агроном, Тÿскелти Владимир Анисимов пайтаçăпа Сергей Краснов тракторист, Комсомольски районĕнчи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев…палăрчĕç. Кашнийĕн хăйĕн выляв уйрăмлăхĕ, юрлас пултарулăхĕ.

— Купăспа калама юратакан чунĕпе таса, кăмăлĕпе уçă, — терĕ мероприятие хутшăннă, хăй те ăста вăйçă пулнине çирĕплетнĕ Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Олег Мустаев.

Апла пулсан чăваш халăх музыка инструменчĕсемпе кăсăкланакансен йышĕ ÿсни паха пулнă пулĕччĕ. Культура ĕçченĕсем хăйсем юрă-кĕвĕ шăрантарни аван-ха. Вĕсем пултармалла та. Ялсенчи «пытаннă» талантсене – тĕрлĕ ăрури купăс ăстисене «çутта» кăларни кирлĕ.

Тепĕр шухăш. Юлашки çулсенче ялсенче фольклор ушкăнĕсем чăмăртанса пыни те ырă пулăм. Тăрăмри «Алмантай», Тÿскелти «Шуçăм», Яманчÿрелти «Эткер», Çирĕклĕ Шăхальти «Çирĕк», Лаш Таяпари «Тайпи» хăйсен çуначĕсене ирĕклĕн сарчĕç. Вĕсем аваллăхри пуянлăха – сăвă-юрăсен, кĕпе-тумтирсен, кĕвĕ инструменчĕсен «ĕмĕрне» малалла тăсни — пархатарлă ĕç. Фольклор ушкăнĕсем кашни ял тăрăхĕнчех пулмалла. Отчет валли кăна йĕркеленнисем мар, тăтăш çунса тăраканнисем.

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code