Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ман ордена кама пачĕç-ши?»

«Ман ордена кама пачĕç-ши?»

Аттелĕхĕн Аслă вăрçин паттăрĕсем вăхăт иртнĕçемĕн те манăçа тухмаççĕ. Асаттесемпе кукаçисен, аттесемпе пиччесен çĕршыв историйĕнчи Аслă Çĕнтерĕвĕ пысăк саспаллисемпе çырăнса юлнă. Нимĕç захватчикĕсене çапса аркатнăранпа часах 73 çул çитет пулин те вăрçă ахрăмĕ кашнийĕн чун-чĕринче тарăн йĕр хăварса упранать.

Кăçал республикăра Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне анлă паллă тунă вăхăтра Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, унти масарта канлĕх тупнă Семен Спиридонова аса илсе уйрăммăн пуç тайнă. Шăпах çак уявра паянхи Паттăрсен амăшĕсемпе пĕрле Семен Спиридоновичăн хĕрне, Елчĕкре пурăнакан Валентина Портновăна ашшĕн «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕн удостоверенине парса чыс тунă.

Нихăçан манăçми хумхануллă самант. Аллă çултан иртнĕ хĕрарăмăн чĕри сиксе тухасла тапать. Хăй сисмесĕрех куççулĕ пăчăртанса тухать. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Чăваш Ен çар комиссарĕ Александр Мокрушин ашшĕ патне çитеймен хаклă наградăн удостоверенине тыттараççĕ: «Ах, аттеçĕм, мĕнле кĕтнĕ эсĕ ăна хăв виличчен. Паттăрсен ячĕ вилĕмсĕр. Вĕсен ырă ячĕсем çулсем иртсессĕн те çухалмаççĕ. Савăнатпăр эпир саншăн, санпа мухтанатпăр», — тет Валентина Семеновна ашшĕн сăнарне куç умне кăларса тăратса. Семен Спиридонович çĕре кĕнĕ чухне вăл тăватă çулта кăна пулнăскер, ашшĕне пит лайăх та астумасть. 91 çулччен пурăннă амăшĕ каласа панине вара чĕре варринче упрать.

…Аслă Пăла Тимеш ялĕнче 1915 çулта çуралнă Семен Спиридонов Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланиччен Мускав облаçĕнчи çар заводĕнче ĕçленĕ. Ашшĕпе амăшĕ ватă пулнăран çамрăк тăван яла таврăннă. Колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Çĕршыв çине тăшмансем тапăнса кĕрсен тепĕр çулхине Семен Спиридоновăн вăрçа кайма ят тухнă. Кĕрнеклĕ те çирĕп хул-çурăмлă 26 çулхи çамрăк 1295 стрелоксен полкне автоматчиксен ротине лекнĕ. Смоленск облаçĕнчи Бодопьяновка ялĕ çывăхĕнче пынă çапăçура чăваш разведчикĕн сылтăм урине мина ванчăкĕ амантнă. Госпитальтен сывалса тухсанах С.Спиридонов красноармеец каллех фронта тухса кайнă. Валя хĕрĕ амăшĕ каласа панине асран кăлармасть. Мария Платоновна мăшăрне аса илсе ачисене ун çинчен нумай каласа панă, арçын вăрçă асапне арăмĕпе калаçса пусарнă. «Пĕррехинче разведчиксем «чĕлхе» тытма кайрăмăр. 29-тан çиччĕн кăна сывă таврăнтăмăр. Пирĕн пурнăçăн саманчĕ çÿç пĕрчи çинче çакăнса тăнă. Миçе салтак выртса юлмарĕ-ши ытти çапăçу хирĕнче?» — тенине епле манайăн.

Тĕп фронтăн Брянск направленийĕн Шистрен районĕнчи 16-мĕш гварди стрелоксен дивизийĕн 20-мĕш разведротăн разведчикĕ С.Спиридонов хĕрÿ пынă тепĕр çапăçура каллех йывăр аманать. Операци туса унăн сылтăм урине чĕркуççирен аяларах татаççĕ. Томскри госпитальте чылай вăхăт сипленет вăл. Иккĕмĕш ушкăн инваличĕ 1943 çулхи август уйăхĕнче тăван яла таврăнать, мирлĕ ĕçе кÿлĕнет. Йывăç костыльлĕ фронтовик ĕçсĕр ларма пултарайман, юлташĕсем вăрçă хирĕнче юн тăкнă чухне ял халăхĕшĕн усăллă çын пулас, колхоза май килнĕ таран пулăшас тесе ăшталаннă. Халĕччен те ялта ĕçченлĕхĕпе палăрнăскере чи малтанах Ворошилов ячĕллĕ колхозăн кладовщикне лартаççĕ.

1945 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче районти çар комиссарĕ Вахрамеев С.Спиридонов красноармеецăн награда хутне хатĕрленĕ. 1947 çулта тухнă указра ентешĕмĕре «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕ пани паллă. Çулсем иртнĕ, анчах награда Аслă Пăла Тимеш разведчикĕ патне çитеймен. Хăрах урине вăрçăра çухатнă ветеран наградине шыраса унта-кунта тухса та çÿреймен. «Ман ордена кама пачĕç-ши?» — тенĕ вăл тăтăшах.

Вăрçă ветеранĕ каярахпа «Победа» колхозра тĕрлĕ çĕрте чунне парса вăй хунă. Ăста электромеханик 1957 çулта Пĕтĕм Союзри Халăх çитĕнĕвĕсен выставкинче те пулса курнă. Вăрçă вăхăтĕнчи хастар ĕçшĕн панă медальсем те пур унăн.

Спиридоновсем тăхăр ача çуратса ура çине тăратнă. Семен Спиридоновичăн мăшăрĕ Патреккел ялĕнчи Воронцовсен йăхĕнчен. Мария Платоновна ялта ĕçчен те пултаруллă, анлă тавра курăмлă хĕр пулнипе палăрнă. ФЗОра пĕлÿ илнĕ пике вăрçă вăхăтĕнче окоп чавнă, вăрман каснă çĕрте пиçĕхнĕ. Каярахпа Елчĕкри крахмал заводра ĕçленĕ. Çемье çавăрсан — «Победа» хуçалăхра.

Мария Платоновнăпа Семен Спиридонович шăкăл-шăкăл калаçса ачисене ырă та сывă, çемье ăшшине парса ÿстернĕ. Шел, нумай ачаллă арçын 53 çултах çĕре кĕнĕ. Вăрçă суранĕсем канăç паман паттăр салтака.

Çулсем иртнĕçемĕн Спиридоновсен ачисем ашшĕ-амăшĕн килĕнчен вĕçсе тухса кайнă. Валентина ялта пурăннăран амăшне пăхасси ытларах ун çине тиеннĕ. Паллах, ытти пĕр тăвансем те амăшĕпе юнашар пулма, май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă.

Самана улшăнсан, вăрçă ветеранĕсем çинчен ытларах та ытларах пĕлме майсем нумайран, Валентина ашшĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе тĕрлĕ сайтсене кĕрсе палланă хушамата шыранă. Ун чухне амăшĕ те пурăннă-ха. Анчах Мария Платоновна упăшкин орденĕн хучĕ тăван киле таврăннине пĕлеймесĕрех çĕре кĕчĕ.

Малтанхи шыравсем ăнăçлă пулман пулсан та шанчăка çухатман фронтовикăн кĕçĕн хĕрĕ. Шырасан-шырасан Валентина Семеновна «Подвиг народа» сайтра ашшĕн хушаматне, вăл «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕ илнине вуласа пĕлнĕ. Пуçланă вара вăл архивсем тăрăх документсем пуçтарма, Комсомольски çар комиссариатне кăна темиçе хутчен кайса килнĕ.

— Аттен чунĕ тинех лăпланчĕ пулĕ, — пĕлтерет фронтовик хĕрĕ.

Спиридоновсен тăхăр ачи, 24 мăнукĕ, 28 кĕçĕн мăнукĕ, кĕçĕн мăнукĕсен 4 ачи ашшĕпе, аслашшĕ-кукашшĕпе, ват аслашшĕ-кукашшĕпе мухтанаççĕ, мăнаçланаççĕ.

— Пирĕн, ачасемпе мăнуксен, хамăр йăх-несĕлти вăрçă паттăрĕсене пĕлмеллех, — тесе шутлать Валентина Семеновна.

Районти культура сферинче чылай çул вăй хуракан Валентина Портнова пек ырă та сăваплă ĕçе малалла тăсни пархатарлă та сумлă. Тен, сирĕн аçăрăн, аслаçăр-кукаçăрăн мухтавлă та паттăр ячĕ те çырăннă истори страницисенче? Пĕлме интереслĕ вĕт.

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code