Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уяв иртнĕ

Уяв иртнĕ

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа пысăк уяв иртнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет служащийĕсене уяв ячĕпе саламланă май вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнисене, ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕ ирттерекен конкурссен çĕнтерÿçисене тĕрлĕ наградăпа чысланă.

Уява Елчĕк район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Ираида Васильевăпа Николай Миллин, районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ытти муниципалитет служащийĕсем хутшăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code