Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш халăхĕн пархатарлă ывăлĕ

Чăваш халăхĕн пархатарлă ывăлĕ

И.Я.Яковлев /1848-1930/, чăваш халăх патриархĕ, Хусан кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Виççĕмĕш кунне амăшĕ вилет, кÿршĕри Пахомовсем çемьере арçын кирлĕ тесе ăна усрава илеççĕ. Çак урамри Суеçĕ Хветĕр арăмĕ ăна хăйĕн ачипе пĕрле кăкăр ĕмĕртет.

Шкул çулне çитсен ача кÿршĕ Пăрăнтăк ялĕнчи шкулта вĕренме пуçлать. Тăлăх ачасене тÿлевсĕр вĕрентнĕ. «Чи лайăх вĕренекен» ятпа вĕренсе тухать çак шкултан Ваня. Ун хыççăн Чĕмпĕрти уес училищине, унтан гимназинчи çĕр виçекенсен класне вĕренсе пĕтерет. Пĕчĕк чухнех тăван яла çĕр виçме килнĕ специалиста пулăшнă вăл. Çавăн чух унăн çак специальноçа алла илес ĕмĕт çуралать. Асăннă ĕçпе ĕçленĕ май Самар, Хусан кĕпĕрнисем тăрăх çÿренĕ чух вак халăхсен йывăр пурнăçне, культура питĕ пĕчĕк шайра пулнине асăрхать. Çак пулăм унăн чĕрине ыраттарнă, чунне канăç паман. Тăван чăваш халăхне çутталла туртăнтарма, вырăс халăхĕн культурин шайне çитерме, ăна çыру ĕçне вĕрентме тĕллев лартать вăл çавăн чух. Ăна пурнăçа кĕртесси хăйĕн тивĕçĕ пулнине ăнланса илет. «Çакăн чухне эпĕ Турăран мана тĕрĕслевпе тата йывăрлăхпа нушалантарса пиçĕхтерме, паттăрлăх тума, пултаруллă пулма ыйтаттăм», — аса илет вăл каярах. Вун ултă çулта пулнă ун чух çамрăк каччă.

Пурнăç тĕллевне ĕçе кĕртни

1867 çулта вăл Самар çывăхĕнче Гессенски принц имени валли çĕр виçме тата план тума сĕнÿ илет. 6 пин тенкĕ сĕнеççĕ çак ĕçшĕн. Пĕр булка çур пуспа танлашнине кура ку питĕ пысăк укçа пулнă вăл вăхăтра. Анчах та Иван, нушара пурăнакан тăван халăхне çутта кăларас тĕллевпе хĕмленнĕскер, ку сĕнĕве йышăнмасть. Репетитор ĕçне йĕркелесе ярса вăл пухăнса пыракан укçи-тенкипе Чĕмпĕрте чăвашсен шкулне уçать, ачасене çырулăха вĕрентме пуçлать. Ку ĕçре ăна ял ачи Алексей Рекеев пулăшса пырать. Çакă вăхăтлăх анчах ĕç пулманнине ăнланнă кĕпĕрнери училищисен инспекторĕ И.Н.Ульянов И.Яковлева хавхалантарса тата тĕрек парса пырать. Иван Яковлевич Хусанти университета вĕренме кĕрсен шкул ĕçне И.Ульянов çине шанса хăварать, каярах Илья Николаевич тăрăшнипе Чĕмпĕр шкулне Халăх Çут ĕç министерствин ведомствине кĕртеççĕ.

Ентешĕмĕре шăпа питĕ пархатарлă, ырă кăмăллă Н.И.Ильминскипе паллаштарать. Пензăра çуралса ÿснĕ вырăс хăйĕн пурнăçне Атăл тăрăхĕнчи вырăс мар вак халăхсене çутта кăларас ĕçе панă паллă çын. Чунĕпе миссионер пулнă, малтан тĕн училищинче, кайран Хусанти тĕн академийĕнче вĕреннĕ. Пĕр вăхăт Палестинăра, Ливире тата Турцинче араб-христиансен пурнăçне, йăли-йĕркине тĕпченĕ. 1854 çулта Раççейпе Турци хушшинче Крым вăрçи пуçлансан йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Греци, Австри çĕршывĕсем урлă çеç тăван çĕршыва çитсе ÿкме пултарать. Малтанхи вăхăтра Хусанти университетра Атăл тăрăхĕнчи вак халăхсене çутта кăларассинче тăрăшать – ытларах «шыва кĕнĕ тутарсемпе» тата чăвашсемпе ĕçлет, çветтуй Гурий ячĕллĕ тăванлăх ĕçне йĕркелесе ярать. Юлашки çулĕсенче Хусанти учительсен семинарин директорĕнче тăрăшать .

И.Яковлев çапла майпа ятарлă программа хатĕрлет. Чăваш халăхĕн культурине Христос тĕнĕ çине таянса çĕклесси, чăваш чĕлхине тарăннăн вĕрентесси, çырулăха аталантарасси, вĕрентÿпе методика пособийĕсене, историпе, ял хуçалăхĕпе, медицинăпа çыхăннă кĕнекесене тата илемлĕ литературăна чăваш чĕлхине куçарса пичетлесси, нацине çĕклес ĕçре икĕ чĕлхепе вĕрентекен шкулсем хута ярасси программăра палăртнă тĕп тĕллевсем пулса тăнă. Çавăн пекех Чĕмпĕрти чăвашсен шкулне халăх культурине çĕклекен центр тумалли пирки те асăннă унта. Музыкăпа театра, ÿнер искусствине аталантарма, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упраса пырса çÿллĕ шая çĕклеме те палăртнă. Асăннă программăра чăваш шкулĕсенче малтанхи çул чăваш чĕлхине, иккĕмĕш çулĕнче вырăс чĕлхине вĕрентесси тĕп вырăнта пулса тăмаллине те каланă.

Ял хуçалăхĕн аталанăвĕ вăл çулсенче питĕ те аялти шайра пулнă. Пусă çаврăнăшне пăхăнман. Тыр-пултан тивĕçлĕ тухăç илейменрен хресчен тăраниччен çăкăр çиеймен. Çакна шута илсе ку программăра аграри вĕренĕвне йĕркелессине мала хунă. Каярах Иван Яковлевич пуçарнипе Чĕмпĕр шкулĕ çумĕнче ял хуçалăх ĕçне вĕренекенсен уйрăмне йĕркеленĕ, вĕреннине практикăра çирĕплетме ферма, сад хута янă, хурт-хăмăр тытнă /пурĕ 300 теçеттин çĕр çинче/. Туса илнĕ продукцие Чĕмпĕр шкулĕнче вĕренекенсене уйăрса панă.

Чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе хатĕрленĕ тытăм пурнăçа кĕрсе пынă май чăвашсен çырулăхĕ аталанса пырать, пуçласа чăвашсен интеллигенцийĕ чăмăртанать, хуçалăхри ĕçсем çĕнелсе çирĕпленеççĕ, халăхăн культура шайĕ ÿсет, литературăпа çыру чĕлхи йĕркеленет, музыка тата театр искусствисен пуçламăш тĕввисем, кĕнеке издательствин ĕçĕсем аталанаççĕ.1871-1917 çулсенче И.Яковлев пуçарса янă алфавитлă литература чĕлхипе усă курса 700 ытла кĕнеке пичетленсе тухать. Пĕтĕм наци кĕнекисен фончĕ 1200 ытлапа танлашнă. 1906 çулта чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» пичетленме пуçлать. Çак ĕçсене пурнăçа кĕртнĕ чух патриархăн нумай воспитанникĕпе ĕçтешĕ кар тăрса вăй хураççĕ. Иван Яковлевич уçнă шкулсем тĕлĕнмелле тухăçлăх панă. 1897-1917 çулсенче чăваш арĕсен хушшинчи хутла пĕлеслĕх 8 процентран 18 процента, хĕрарăмсен 1 процентран пуçласа 4 процента çитме пултарнă. Яковлев инспекторта ĕçлеме пуçланă çул Хусанти вĕренÿ округĕнче чăвашсен 8 министерство училищи пулнă пулсан, 1903 çулта вĕсен шучĕ 42-пе танлашнă.

Пĕтĕм чунĕпе Христос тĕнне тытса тăраканскер вĕренекенĕсемпе пĕрле малтан Евангелине славянсен чĕлхинчен тăван чĕлхене куçарассипе нумай ĕçлет. 1873 çулта ăна тăлмачăсем пулăшнипе куçарса пĕтереççĕ. И.Яковлев Библие чăвашла куçарса кăларас ĕçе 50 çул ытла йĕркелесе тата ертсе пынă.

«Ура хурса пыракансем»

Çÿлерех асăннă ĕçсене пурнăçа кĕртме Чăваш патриархне питĕ те йывăра килнине пĕлмеллех пирĕн. Кирек епле ырă шухăша тата пуçарăва пурнăçа кĕртнĕ чух пысăк чăрмавсемпе, йывăрлăхсемпе тĕл пулатăн. Пĕрисем халăхăмăра çутта кăларакана ăнланса пулăшма тăрăшнă, теприсем уççăнах ура хунă. Хусан вĕренÿ округĕн попечителĕсем В.А.Попов, С.Ф.Спешков, А.Н.Деревицкий, Н.К.Кульчицкий, Хусан архиепископĕ Палладий, Чĕмпĕр епископĕ Никандр Яковлева сепаратист, националист тесе айăпланă. В.Я.Смеловпа П.П.Любимов пупсем тĕн кĕнекине çĕнĕ алфавитпа куçарса çырнăшăн аслă пуçлăхсем патне çăхав хыççăн çăхав çырнă. 1906 çулта «Чĕмпĕр хыпарĕсем» хаçатра «Икĕ генерал çинчен» фельетон пичетленсе тухать. Çак пулăмсене Яковлев питĕ те йывăррăн тÿссе ирттернĕ, хаçат издателĕсене И.М.Сахаровпа А.П.Балакиршева, редакторне А.Б.Миллера суд урлă явап тыттарма пултарнă. Йывăр вăхăтра Яковлев Синод прокурорĕнчен К.П.Победоносцев сенатортан, халăх çутĕç министерствинчи В.Г.Глазовран, П.Н.Игнатьевран хÿтлĕх илме майсем тупнă.

«Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, харкашасран аякка тарăр. Çăлаканăн аслă сăмахне асра тытăр. Хăвăр тăшманăрсене те юратăр. Чăваш хушшинче пĕр-пĕр килĕшÿсĕр ĕç час-часах пулкалать. Эпĕ çавна пĕрре анчах курман. Çапла акă чăвашран хăшĕ те пулин мала тухма пуçласан ыттисем ăна такăнтарма пăхаççĕ, çулне пÿлеççĕ. Эсир апла ан пулăр. Çÿлле çĕкленекене мĕн хал çитнĕ таран çĕкленме пулăшăр… Малти урапа куссан хыçалти унтан юлмасть», — тенĕ вăл тăван халăхне парса хăварнă халалта. Çак сăмахсем хăй тÿснĕ нуша витĕр çырăннă паллах.

Иван Яковлевичăн çемйи

Чăваш халăхĕшĕн çакăн чул пархатарлă ĕç тунипе пĕрлех тĕреклĕ çемье чăмăртакан та пулнă Иван Яковлевич. 1877 çулта Е.А.Бобровниковăпа /ăна, вăхăтсăр вилнĕ юлташĕн хĕрне, Н.Ильминский усрава илсе пăхса ÿстернĕ/ çемье çавăрнă. Екатерина Алексеевна Хусанти хĕрарăмсен гимназийĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче хĕрсен уйрăмне ертсе пынă. Пурнăçри юлташ, преподаватель, воспитатель пулса яланах мăшăрĕпе юнашар утнă. Пилĕк ача çуралать вĕсен. Иккĕшĕ — Наташăпа Саша чире пула çамрăклах çĕре кĕнĕ. Ытти ачисем: Алексей Иванович /1878-1951/ профессор тата историк, СССР наукăсен академийĕн член-корреспонденчĕ, И.Сталин премийĕн лауреачĕ; Лидия Ивановна Некрасова /1881-1942/ — филолог, искусствовед, куçаруçă; Николай Иванович /1883-1949/ ту çинче ĕçлекен инженер, çар конструкторĕ.

Паянхи кун эпир пĕлекен Алла Борисовна Покровская /1937/ — Раççей халăх артистки /«Место встречи изменить нельзя», «Спасибо, что живой» тата ытти фильмра ÿкерĕннĕ/ Лидия Ивановна Некрасован мăнукĕ. Амăшĕ — Анна Алексеевна Некрасова /1913-2003/ ГИТИСра профессор, Мускаври ачасен тĕп театрĕнче режиссер пулнă. Алла Борисовнан ывăлĕ Михаил Олегович Ефремов — Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, нумай кинофильмра вылять. Унăн ашшĕ Олег Ефремов — СССР халăх артисчĕ /«Три тополя на плющихе», «Берегись автомобиля» тата ытти фильмра ÿкерĕннĕ/. Михаил Олегович Иван Яковлевичăн мăнукĕн мăнукĕ пулать. Михаил Олеговичăн ывăлĕ Никита Михайлович /1988/ та театрта вылять, кинофильмсенче ÿкерĕнет.

Ырă вăрлăхран ырă çимĕç çитĕннине çирĕплетет çакă.

Анатолий СОЛИН, таврапĕлÿçĕ.
Тĕмер.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code