Мăнкун хыççăн таса чиркÿ ырă шăршăллă çу илсе пыракан хĕрарăмсене асăнать, вĕсен ырă пурнăçне кура вĕсене мухтать.
Çав хĕрарăмсем: Магдалари Мария, Клеопан Марийĕ, Саламия, Иоанна, Марфăпа Мария, Сусанна Христос вĕрентнине юратса, вăл виличченех Христос хыççăн çÿресе вăл вĕрентнине итлесе пурăннă. Христос хĕрес çинче асапланса юлашки сывлăшне кăларса янă чухне те вĕсем унран уйрăлман. Пытарнă чухне те хуйхăрса, йĕрсе пăхса тăнă. Вĕсем хăйсем чухăн пулсан та юлашки укçине хĕрхенмесĕр миро çăвĕ илнĕ. Тĕттĕмрен те, Христос тупăкĕ патне хурал тăратнă салтаксенчен те хăрамасăр, хĕрарăмсем ирхине ирех тупăк патне васкаса кайнă.
Христосшăн çав тери тăрăшнăшăн, ăна чунтан-вартан юратнăшăн Христос хăй чĕрĕлсе тăрсан та чи малтан çав хĕрарăмсене курăннă.
Христоса Çÿле çĕклесен çак таса хĕрарăмсем тĕрлĕ çĕрте унăн тĕнне сарса çÿренĕ. Ытти хĕрарăмсем те вĕсенчен тĕслĕх илсе Христос вĕрентĕвне юратса унăн заповечĕсем тăрăх пурăнма пуçланă. Çапла вара миро çăвĕ илсе пыракан хĕрарăмсене асăнакан кун чăн тĕнпе пурăнакан хĕрарăмсен кунĕ, вĕсен уявĕ пулса тăнă.
Хальхи вăхăтра та Христос сăмахĕсене хĕрарăмăн сисĕмлĕ чунĕ маларах ăша хывать. Чиркÿсенче юрлакансем, просфор пĕçерекенсем, тасатса тирпейлесе тăракансем, чиркĕве ытларах çÿрекенсем — хĕрарăмсем. Районти чиркÿсенче ĕçлекен, кĕлĕ тăвакан хĕрарăмсене çак таса та çутă уяв ячĕпе саламлатăп. Мăнкун савăнăçĕ яланах сирĕн чĕресенче упрантăр.
АЛЕКСАНДР /СЕНЬКИН/ протоиерей,
Елчĕк районĕн тăваттăмĕш округĕн благочиннăйĕ.