Пятница, Август 14, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тивĕçлĕ хаклав — тăрăшса ĕçлеме хавхалантарни

Тивĕçлĕ хаклав — тăрăшса ĕçлеме хавхалантарни

Райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннипе тунтикун пулса иртнĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин савăнăçлă самантран — тăван районăмăр аталанăвĕшĕн тивĕçлĕ тÿпе хывакан хастар çынсене чысланинчен пуçларĕ.

Сăмах май, Николай Петрович иртнĕ эрнере муниципалитет влаçĕн органĕсен тата ял тăрăхĕсен представителĕсем хăйсен професси уявне — Вырăнти хăй тытăмлăх кунне анлăн паллă тунă самант пирки тепĕр хутчен чарăнса тăчĕ. Çак сумлă мероприятие, паллах, Елчĕк районĕнчи вырăнти власть представителĕсен делегацийĕ те хутшăннă.

— Чи пĕлтерĕшли — республика шайĕнчи сумлă уявра пирĕн районтан пĕр харăсах 18 çын пысăк наградăна илме тивĕçлĕ пулни чун-чĕрене мăнаçлăх кÿчĕ. Хисеплĕ ятсене тивĕçекен çынсем малашне пирĕн хушăмăрта тата ытларах пулччăр, — терĕ Николай Петрович. Хальхинче, сăлтав пулнипе усă курса, район администрацийĕн пуçлăхĕ Кĕçĕн Таяпа тата Лаш Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене — Валерий Петровпа Сергей Павлова чысларĕ. Чăваш Республикинчи Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕ 2017 çулта тĕрлĕ номинаципе йĕркеленĕ конкурса хутшăннă Валерий Петров «Чи лайăх ял тăрăхĕн пуçлăхĕ», Лаш Таяпа ял тăрăхĕ «Чи лайăх ял тăрăхĕ» номинацисенче палăрнă. Вĕсем халăха муниципаллă пулăшупа туллин тивĕçтернĕшĕн Елчĕк район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Унсăр пуçне, нумай функциллĕ центр специалисчĕ Ирина Ловкина, район администрацийĕн экономика секторĕн заведующийĕ Алина Быкова, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Никонова, информаципе тивĕçтерекен секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Елена Игнатьева, пĕрлехи дежурствăпа диспетчер службин оперативлă дежурнăйĕ Галина Агеева тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсене илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Уйрăм çынсемпе юридици сăпачĕсене патшалăх енчен регистрацилес енĕпе документсем йышăнассипе тимлекен нумай функциллĕ центр кăçалхи 3 уйăхра мĕнле ĕçленипе Людмила Викторова директор паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра НФЦ специалисчĕсем пурнăçлакан ĕç анлăланса пынă май, пулăшу ĕçĕсемпе усă куракансен хисепĕ те çулсерен ÿссех пырать. Отчетлă тапхăрта тĕрлĕ ведомствăсен пулăшăвĕпе усă курас кăмăллă çынсем, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 43 процент ытларах е пурĕ 6123 ыйтăва тивĕçтерни те çакна уçăмлăнах çирĕплетсе парать.

Çурт-йĕрпе çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха куçарассипе çыхăннă ыйтусене татса паракан «Елчĕкри техника инвентаризацийĕн бюровĕ» ООО директорĕ Андрей Теллин, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Марина Васильева 2017 çулта хăйсем мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетрĕç. Вĕсем тухса калаçнинчен çакă паллă пулчĕ: ялсенчи хуçасăр çуртсемпе хушма хуçалăх çĕрĕсене кадастр учетне илессине тата регистрацилессине вĕçне çитермелле, пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынна ăнланса тивĕçлĕ шайри пулăшу парас — ĕçпе тивĕçтерес тивĕçе туллин пурнăçласа пымалла.

…Çуркунне çитнĕ май хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртессишĕн, ăна хăтлăрах та илемлĕрех тăвассишĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшасси тĕп тивĕç пулса тăмалла. Кăçалхи çанталăк условийĕнче çак ĕçсене пурнăçлама каярах юлтăмăр пулин те, çывхарса килекен чи илемлĕ те илĕртÿллĕ праçнике — Çуркуннепе Ĕç уявне тивĕçлипе кĕтсе илес тесен, шутлă кунсемпе усă курса территорисене тирпей-илем кĕртме тухмалла, хĕллехи çÿп-çапран хăтăлмалла…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code