Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш шкулĕ хресчен куçне уçрĕ

Чăваш шкулĕ хресчен куçне уçрĕ

Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă. Унăн чапĕ халăхсем хушшинче çултан-çул анлăрах сарăлса пырать. Чăваш хресченĕсем И.Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ. Вăл уçнă шкулсен ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. «Чăваш шкулĕ пирĕншĕн хĕвел вырăнне пулчĕ», «Чăваш шкулĕ хресчен куçне уçрĕ» тенисем халĕччен те упранса юлнă.

Иван Яковлев Чĕмпĕрте пуçласа никĕсленĕ чăвашсен пирвайхи шкулĕ 90 çула яхăн /1818-1956/ тăван халăха çутта кăларас тĕлĕшпе тĕлĕнмелле пархатарлă та çав тери кирлĕ ĕç туса пынă. Асăннă тапхăрта çав шкултан миçе пин чăваш ачи ăс-хакăл пухса кайран учитель пулнă май, вуншар-çĕршер чăваш ялĕсенче пулас ăрăва çутталла туртман-ши;

Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ пулнă май вăл шкулсене тĕрĕслесе çÿренĕ, чăваш ялĕсенче нумай шкул уçнă. Елчĕк тăрăхĕнче те шкулсем уçма пултарнă. Вĕсенчен пĕри — Кивĕ Эйпеç шкулĕ. Унта Иван Яковлевичăн юлташĕ Алексей Рекеев ĕçленĕ. Ăна асра тытса шкул картишĕнче палăк та пур.

Шупашкарти архиври «Краткий отчет о состоянии церковно-приходских школ» брошюра-справочникре Кĕçĕн Таяпари шкула 1886 çулта уçнă тесе палăртнă. Малтанхи шкулсем уйрăм çын килĕнче пулнă. Пĕри — Керуççи, тепри — Тракка Семен килĕнче вырнаçнă.

Кĕçĕн Таяпасемпе те çыхăннă Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. Унтан 1925 çулта Евгения Ивановна Иванова вĕренсе тухнă. Вăл ялти пуян Ванькка хĕрĕ пулнă, диплом илнĕ ялти пĕрремĕш учитель. Акă мĕн каласа панă ун çинчен Кĕçĕн Таяпари шкулта вăл вăхăтра вĕреннĕ, 1912 çулта çуралнă Василий Иванович Иванов: «1925 çулта пирĕн шкула çĕнĕ учитель килчĕ. Питĕ маттур, сăпайлă, хăй 18-20 çулсенче. Тăхăнма та хула майри пек тăхăннă. Вăл 3-мĕш класра вĕренекенсемпе пĕр уйăх ĕçлерĕ. Евгения Ивановна пире пур енчен те чăннипех килĕшрĕ, малалла вĕренме вăй тата хавхалану кĕртрĕ тесен те юрать».

Кĕçĕн Таяпа хĕрĕ хулари тĕрлĕ шкулта ĕçлесе ял, Чĕмпĕр шкулĕн ятне çÿле çĕкленĕ. Ачасене тарăн пĕлÿ парса чапа тухнă. Паян та ăна ырăпа аса илеççĕ, вăл нумай ачашăн çутă маяк пулса малашлăха çул кăтартса пыраканĕ пулнă. Ун хыççăн ялта учитель дипломне илекенсен йышĕ ÿссех пынă.

1871-1872 çулсенче Иван Яковлевич чăваш çырулăхне пуçарса ярас ĕмĕте пурнăçа кĕртет. Чăваш чĕлхин сасă уйрăмлăхĕсене тĕплĕн сăнаса тухнă хыççăн юлташĕсем пулăшнипе чăваш алфавитне йĕркелесе çитерет. Ăна тума вырăс алфавитĕнчен 17 сас палли илет, вĕсен çумне çĕнĕрен шухăшласа кăларнă 8 сас палли хушать. Унпа усă курса чăвашла букварь хатĕрлесе кăларать. Часах вăл пур шкула та çитет. Ачасем çавăн тăрăх тăван чĕлхепе вулама, çырма вĕренме тытăнаççĕ.

Çав çулсенчех И.Яковлев литература ĕçне пуçăнать. Шкулта вĕренмелли кĕнекесем кăларать, халăх юрри-сăввисене, юмах-халапĕсене пухать, ача-пăча валли кĕске калавсем çырать, вырăсларан чăвашла куçарать. Унăн калавĕсем ачасене ĕçе юратма, аслисене хисеплеме, тавçăруллă пулма вĕрентеççĕ, пурăнма ăс параççĕ. Эпир çав калавсене паян та кăсăкланса вулатпăр.

Яковлев вĕрентĕвĕ вилĕмсĕр. Унăн ĕçĕсем, ăслă шухăшĕсем нихăçан та кивелмеççĕ.

Тавах сана, мăн асаттемĕр,
Эс хĕрхенсе ху халăхна
Çине тăрса, чунна парса
Çур ĕмĕр тăрăшса ĕçленĕ.
Эс пулнă яланах малта
Шăпу пулсассăн та нушаллă.
Сан ĕмĕр ĕçÿсем мухтавлă,
Кăлартăн халăхна çутта.

Аля ИВАНОВА.
Кĕçĕн Таяпа ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code