Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фестивальте çĕнтернĕ

Фестивальте çĕнтернĕ

Шупашкарта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă фестивалĕ иртнĕ.

Унта пирĕн районти педагогсем те хутшăннă. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче вĕсем «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» темăпа эссе çырнă, урокăн видеофрагментне тăратнă. Республикăри 40 ытла вĕрентекен тупăшнă унта. 11-шĕ финала тухнă.

Иккĕмĕш тапхăрта конкурсантсем тĕрлĕ номинацире хăйсен пултарулăхне кăтартнă. «Халăх педагогикин управçи» номинацире Таяпа Энтри шкулĕнчи Ирина Ванюшина, «Пултаруллă çамрăк педагог» номинацире Елчĕк шкулĕнчи Галина Муравьева вĕрентекенсем çĕнтернĕ. Елчĕк енĕн пултаруллă чĕлхеçисем ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин, Чăваш наци конгресĕн дипломĕсемпе хаклă парнисене тивĕçнĕ.

А.ПОРТНОВА,
районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code