Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Волонтерсен юхăмĕ вăй илет

Волонтерсен юхăмĕ вăй илет

Раççейре волонтерсен юхăмĕ вăй илсех пырать. Чăваш Енре те волонтерсен «Эпир пĕрле» клубĕ ĕçлеме тытăннă.

Çак йышра – пандеми вăхăтĕнче çынсене хастар пулăшнă çынсем. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ыр кăмăллăха аталантарассипе ĕçлекен Канашĕн ларăвĕнче пĕлтернĕ. Халĕ волонтерсене Чăваш Енри аслă шкулсенче те хатĕрлеççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 46 çамрăк занятисене çÿресе пĕлĕвне тарăнлатать.

Палăртса хăвармалла: ЧПУ пилотлă программăна пурнăçлакан 20 вĕренÿ учрежденийĕ йышне кĕнĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Чăваш патшалăх аграри университетĕнче те ятарлă занятисем ирттерме пуçлĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code