Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕсем саккунсене йышăнма хутшăннă

Вĕсем саккунсене йышăнма хутшăннă

Чăваш АССРĕн Аслă Канашне йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине халалласа нумаях пулмасть ЧР Патшалăх Канашĕнче иртнĕ ăслăлăхпа практика конференцине пирĕн районти Владимир Воробьевпа /Çĕнĕ Эйпеç/ Николай Емильев /Кушкă/ хутшăннă. Сăмах май, иртнĕ ырă вăхăтри ял хуçалăх производствин организаторĕсем тĕрлĕ çулсенче Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн депутачĕсен тивĕçĕсене пурнăçланă, çапла майпа вĕсем пысăк яваплăх ыйтакан – саккун çырас-кăларас ĕçе хутшăннă. Эпир вĕсенчен конференци пирки, тĕл пулу мĕнпе асра юлни çинчен каласа пама ыйтрăмăр.

Владимир ВОРОБЬЕВ:

– «Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕ тата наци-патшалăх строительствин аталанăвĕ: истори опычĕ, уроксем» ятпа йĕркеленĕ ăслăлăх-практика конференцине Валерий Филимонов спикер уçрĕ, 80 çулхи тапхăрти историе кĕскен аса илчĕ. Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн суйлавĕ 1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртнĕ. Тепĕр уйăхран халăх суйланă 96 çын парламентăн пĕрремĕш ларăвне пухăннă, саккун кăларакан органăн малтанхи йышне 29 рабочи, 41 колхозник, 26 служащипе интеллигенци представителĕ кĕнĕ.

ЧР Патшалăх Канашне туса хуриччен – 1994 çулчченех Парламент Чăваш АССРĕн 1937 çулта йышăннă Конституцийĕпе килĕшÿллĕн ĕçлесе пынă. Валерий Филимонов: «Аслă Канаш автономи республикине, халăх хуçалăхĕн комплексне аталантарассинче тата социаллă пурнăçпа культура сферине çирĕплетессинче пысăк тÿпе хывнă», – тесе ахальтен мар палăртса каларĕ.

Николай ЕМИЛЬЕВ:

– Тĕл пулăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл Аслă Канашра ĕçленĕ ветерансене саламланипе пĕрлех ун чухнехи депутатсем халăх хушшинче пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ çынсем пулни çинчен каларĕ. Михаил Васильевич чăвашсен пĕрремĕш парламенчĕн депутачĕсен çăмăл мар тапхăрта кăткăс ыйтусене татса пама тивни, апла пулин те Чăваш АССРĕн Конституцийĕн никĕсĕ çинче право базине туса хума пултарни, çакă региона ăнăçлă аталанса пыма, халăхсем хушшинчи çураçулăха сыхласа хăварма, çынсене тивĕçлĕ пурнăç условийĕсем туса пама май пани çинчен палăртса каланине тимлесе итлерĕм.

Владимир ВОРОБЬЕВ:

– Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕç ветеранĕсене тав тунин саманчĕ те кăмăл-туйăма çĕклентерчĕ. Май пулнипе усă курса эпир те Чăваш АССРĕн 9-мĕш тата 10-мĕш суйлавĕсенче Аслă Канашăн Председателĕ, 11-мĕш суйлавра Аслă Канашăн Президиумĕн Председателĕ пулса ĕçленĕ Александр Петрова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа, ЧР Патшалăх Канашĕн Эксперт канашĕн членне, 11-мĕш суйлавра Аслă Канашăн Президиумĕн секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Ираида Стекольщиковăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ ятпа саламларăмăр.

Николай ЕМИЛЬЕВ:

– Ветеран-депутатсем хăйсем ĕçленĕ вăхăтри пулăмсене аса илсе каласа кăтартни иртнине пĕтĕмпех куç умне кăларса тăратрĕ.

Эпир, Владимир Петровичпа иксĕмĕр, çакăншăн та савăнма пултартăмăр. Мĕншĕн тесен Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн ырă йăлисене 1994 çултанпа малалла тăсакан Патшалăх Канашне 2006 çултан пуçласа çак вăхăтченех пирĕн ентешсем – малтан Михаил Михайловский, ун хыççăн Юрий Попов, хальхи вăхăтра Валерий Филимонов ертсе пыраççĕ. Çакă Елчĕк районĕн çыннисемшĕн пысăк чыс мар-и;

Светлана АНАТОЛЬЕВА ыйтса пĕлнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code