Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Компартмент — чир-чĕртен хÿтĕленни

Компартмент — чир-чĕртен хÿтĕленни

Сыснасен Африка чуми алхаснине пула пирĕн çĕршывра 2010 çултанпа çĕнĕ профилактика тытăмĕ ĕçлет. Чир-чĕртен епле хÿтĕленнине тĕпе хурса хуçалăхсене ятарлă ушкăнсем _ компартментсем çине уйăраççĕ. Тепĕр майлă çакна компартментализаци теççĕ.

Пĕтĕмпе — 4 компартмент. Пĕрремĕшне хăрушлăхран хÿтĕленмен /япăх хатĕрленнисем/ хуçалăхсене кĕртеççĕ. Урăхла каласан, вĕсем — килти хушма хуçалăхсем. 2 тата 3-мĕш компартмента вăтам хÿтлĕхлĕ хуçалăхсене, 4-мĕшне пысăк хÿтлĕхлĕ, хÿтлĕх мерисене йышăннă, пур енĕпе те тивĕçтерекен хуçалăхсене параççĕ.

Чăваш Енри хуçалăхсенче компартментализаци ыйтăвĕпе ĕçлеççĕ пулин те, сысна ĕрчетекен 14 хуçалăх тата сысна ашне тирпейлесе хатĕрлекен 36 предприяти хăрушлăхран хÿтĕленменнисен хисепĕнче шутланать.

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн тата патшалăхăн ветеринари службин специалисчĕсем нумаях пулмасть Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пĕр хуçалăхра пулса курчĕç. Кунта 2-мĕш компартментран 3-мĕшне куçас тĕллеве тĕпе хурса санпропусник хута янă. Фермăсен территорийĕсене тирпей-илем кÿнĕ. Анчах Екатерина Глушенкова патшалăх инспекторĕ кунта ветеринари йĕркисене туллин пурнăçласа пыманнине палăртса калать. Хуçалăхăн биохÿтлĕх степеньне пысăклатма май килмест. Апла пулин те вĕсем çитменлĕхсене пĕтерме шантарчĕç — кайран тепĕр хут заявлени çырма юрать.

Елчĕк районĕнче тĕрĕслевпе пулсан пĕр ял хуçалăх предприятине вăтам хÿтлĕхлĕ хуçалăхсен шутĕнчен кăларас ыйту тухса тăчĕ. Мĕншĕн тесен фермăри витесенче кăвакарчăнсемпе çерçисем нумаййăн вĕçеççĕ. Компартментализаци критерийĕсен требованийĕсемпе килĕшÿллĕн, ферма таврашне ют выльăх вуçех кĕмелле мар, çав шутра кайăк-кĕшĕк те. Сăмах май, çумăр та, шыв та лекмелле мар. Пĕр критерие те пулин пăхăнманнине тупса палăртсан, йĕрке тăрăх, зоосанитари статусĕ пĕчĕкленет.

Хальхи вăхăтра республикăра сысна ĕрчетекен 40 хуçалăх шутланать. Тăваттăмĕш компартмента 4 ял хуçалăх организацине /«Смак-Агро», «Сувар 2» обществăсене тата «Авангард» обществин икĕ филиалне — «Çĕрпÿ беконĕ», «Патăрьел беконĕ/ кĕртнĕ. Виççĕмĕш компартмента 11 хуçалăха тата выльăх-чĕрлĕх пусса тирпейлемелли 2 пункта, сысна ашне тирпейлесе хатĕрлекен 1 предприятие панă. Вĕсем Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç, Красноармейски, Елчĕк, Улатăр, Шупашкар районĕсенче вырнаçнă. Япăх хÿтĕленнисен йышĕнче /2-мĕш компартмент/ — 9 хуçалăх.

Компартментализаци ыйтăвĕ выльăх-чĕрлĕх пусмалли вырăнсене — пунктсене те пырса тивет. Аса илтеретпĕр, юлашки çулсенче вăя кĕнĕ йĕркесем тăрăх, выльăха ятарлă вырăнта анчах пусма юрать. Çакăн йышши вырăнсем кашни районта тенĕ пекех пур. Анчах нумай çĕрте йĕрке çукрах. Тĕрĕссипе, кунта выльăха ветеринари докуменчĕсĕр йышăнмалла мар. Унта выльăх хăш вырăнтан тухнине, вакцинаци, диагностика тĕрĕслевĕсене хăçан пурнăçланине, антибиотиксемпе юлашки хутчен хăçан сиплени пирки палăртса çыраççĕ.

Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, выльăха çийĕнчех пусса тирпейлеме тăхтаса тăмалла. Çак хушăра ветеринарăн выльăха тĕпчемелле, кăтартусене ятарлă журнала çырса пымалла. Анчах тухтăрсем пĕтĕм информацие журналсене çырманнин тĕслĕхĕсем те сахал мар пулаççĕ: хăш-пĕр йĕркесенче ветеринари докуменчĕсен номерĕсем çук е туллин çырман. Выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейленĕ хыççăн, пушшех, тимлĕрех тĕрĕслемелле. Çак ĕçе туса ирттерме ветеринарипе санитари экспертизин пÿлĕмĕ пулмалла. Нумай çĕрте шăпах çак йĕркене пăхăнмаççĕ. Республикăра карантин валли ятарлă пÿлĕмсем уйăрман тĕслĕхсем те пулнă. Кашни пунктрах выльăх пыршисене, мăйракисене, юнне тата пусса тирпейленĕ хыççăн юлакан ытти япалана пуçтарма контейнер, ăна турттарса тухма ятарлă транспорт кирлĕ. Анчах пур çĕрте те çук вĕсем.

Тĕрлĕ шĕвеке юхтарса кăларма ятарлă вырăн янтăламалла, ăна вăхăтран-вăхăта тасатмалла, дезинфекци тумалла. Тислĕк, хырăмлăхпа пыршăлăх япалисене пуçтарма та ятарлă вырăн уйăрмалла. Çак йĕркесене пăхăнманнин тĕслĕхĕсемпе те час-часах тĕл пулатпăр.

Пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ çул сысна ĕрчетекен тата аш-какая тирпейлекен предприятисен тĕлĕшпе 34 тĕрĕслев ирттернĕ. Ветеринари йĕркисене пăхăнман хуçалăхсен ертÿçисене административлă майпа айăпланă. Выльăх пусмалли пунктсене уйрăммăн илсен, иртнĕ çул суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пĕр хуçалăх ĕç-хĕлне 90 кунлăха чарса лартнин тĕслĕхĕ пулчĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн пресс-секретарĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code