1945 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Торгау хулинчен инçех мар вырнаçнă Эльба юхан шывĕ çинче вырăссен тата американсен çарĕсем тĕл пулнă.
СССР маршалĕ Иван Конев ертсе пынă 1-мĕш Украина фрончĕн çарĕсен йышне кĕнĕ стрелоксен 58-мĕш дивизийĕн салтакĕсем американсемпе тĕл пулнă самантра çĕр çинче текех вăрçă ан пултăр, мир анчах хуçалантăр тесе хăйсенчен мĕн килнине йăлт пурнăçлăпăр тесе тупа тунă.
Союзниксем тĕл пулнă май Германин хĕç-пăшаллă çарĕ 2 пая ?çурçĕр тата кăнтăр/ уйрăлнă. Çакăн хыççăн фашистсен вăйĕ палăрмаллах хавшанă, вермахт çарне тĕп тăвас шанчăк тата та çирĕпленнĕ.