Хаклă ентешсем!
Сире чĕререн Çуркунне тата Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатпăр.
Çак çутă уяв пире тăрăшуллă ĕçпе тата килĕшÿпе савăнса пурăнма хистет. Ĕç çыннисене хисеплени, ĕç йăли-йĕркине ăруран ăрăва куçарса пыни — патшалăхăн ăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕ. Пиртен кашниех тĕрлĕ ĕçре вăй хурса район аталанăвĕшĕн хăйĕн тÿпине хывать.
Тÿрĕ те таса тăрăшуллă ĕçшĕн саламласа сире çирĕп сывлăхпа телей, çурхи савăк та ăшă кăмăл-туйăм, ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунатпăр, çемйĕрсенче яланах ырăлăх, юрату, ăнлану, канăçлăх хуçалантăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ И.ВАСИЛЬЕВА
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.МИЛЛИН