Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление Главы Чувашской Республики с днем Весны и Труда!

Поздравление Главы Чувашской Республики с днем Весны и Труда!

Хисеплĕ ентешсем!

Сире Çуркунне тата Ĕç уявĕпе саламлатăп!

Çуркуннехи çак уяв ĕçе мухтать, тăван ен ырлăхĕшĕн вăй хума хавхалантарать. Тÿрĕ кăмăлпа яваплăха туйса ĕçлени кашни çын тата çемье пурнăçĕн пахалăхĕн шайне ÿстерет, обществăна ăнăçлă аталанма май парать, республика, çĕршыв хăватне çĕклет.

Паян власть тата бизнес пысăк тухăçлă производствăсем йĕркелес, экономикăна аталантарас, ĕç тухăçлăхне ÿстерес, халăхăн пурнăçне лайăхлатас енĕпе пĕрле вăй хураççĕ. Юратнă ĕçе чунпа парăннă патриотсем тăван республикăна илемлĕрен те илемлĕ пулма пулăшаççĕ. Чăваш Ен çитĕнĕвĕнче — пин-пин ĕç çыннин тÿпи. Малашне те Чăваш Республикин ырлăхĕшĕн пĕрле ĕçлессе шанатăп. Пĕрлĕхре — пирĕн вăй!

Çурхи кунсем сире çĕкленÿллĕ кăмăл, çирĕп вăй-хал парнелеччĕр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                     М.ИГНАТЬЕВ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code