Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентешсен паттăрлăхĕ

Ентешсен паттăрлăхĕ

Республикăри çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, фронтовиксене кунта 1963 çулта анчах пур енлĕн шута илме пуçланă.

4 çул хушшинче республикăра çуралса ÿснĕ 208 пин ытла çын тĕрлĕ фронтра Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕпе ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă, вĕсенчен 106 пинĕшĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман.

55 çул каялла Чăваш Енре çар наградине тивĕçнĕ 53751 вăрçă ветеранĕ пурăннă.

65 ентеш Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Вăл шутран 44-шĕ — офицер, 21-шĕ рядовой тата сержант йышĕнчен пулнă.

Вăрçăн йывăр тиевĕ хĕрарăм хулпуççийĕ çине те тиеннĕ. Совет Союзĕн Геройĕн ятне чи малтанах Улатăр районĕнчи Зоя Парфенова тивĕçнĕ.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçин фрончĕсенче Чăваш Енрен тухнă аслă çар пуçĕсем пысăк соединенисен командирĕсем пулса командовани приказĕсене пурнăçланă, яваплă операцисем ирттерме хутшăннă. Вĕсен ретĕнче — 2-мĕш Беларусь фрончĕн штаб начальникĕ, Совет Союзĕн Геройĕ А.Н.Боголюбов генерал-полковник /Шупашкар/; Канаш районĕнчи Ачча ялĕнче çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ, 40-мĕш армин инженери çарĕсен начальникĕ А.П.Петров генерал-майор; Карпат сăрт-ту стрелокĕсен 3-мĕш корпусĕн командирĕ А.Я.Веденин генерал-майор /Пăрачкав районĕнчи Семеновское ялтан/; стрелоксен 10-мĕш корпусĕн командирĕ К.П.Неверов генерал-майор /Шупашкар/ тата 1-мĕш Беларусь фрончĕн тылне хураллакан НКВД çарĕсен начальникĕ П.М.Зимин генерал-майор /Шупашкар/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code