Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравления с Днем Великой Победы!

Поздравления с Днем Великой Победы!

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул çитнĕ ятпа саламлатăп!

Çак уявра эпир пурсăмăр та тĕнчене фашизмран ирĕке кăларнă çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕпе мăнаçланатпăр.

Аслă Çĕнтерĕве мĕнлерех хакпа çĕнсе илнине эпир питĕ лайăх пĕлетпĕр, çавăнпа та Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă паттăрла кĕрешÿре тăшмана парăнтарнă харсăр чунлă çынсен çапăçури тата ĕçри паттăрлăхне чыслăн сума сăватпăр.

Шел пулин те, çĕнтерÿллĕ çуркуннене пирĕнпе пĕрле кĕтсе илекен ветерансен йышĕ çулсерен сахалланса пырать. Пирĕн паянхи тивĕç — вĕсен ятне ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнмалла тăвасси тата совет çыннисен паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ çинчен калакан чăнлăха тивĕçлĕн сыхласа упрасси.

Майăн 9-мĕшĕнчи уяв кунĕнче эпир вăрçăра пуç хунисене чысласа лартнă палăксемпе мемориалсем умне чун-чĕремĕрсем хушнипе пырса пуç таятпăр, Ĕмĕрлĕх вут-çулăм умне чечексем хуратпăр, Вилĕмсĕр полк ретне тăратпăр.

Çак йăла-йĕркене пирĕн ачасемпе мăнуксем, мăнуксен ачисем те малалла тытса пырасса çирĕппĕн шанса тăратăп. Эпир истори страницисене улăштарса çырма никама та ирĕк памастпăр тата хамăрăн хаклă ветерансене — Çĕршывăмăр чысĕпе мухтавĕшĕн хăйсене шеллемен чăн-чăн патриотсене — тивĕç пулма тăрăшатпăр.

Пирĕн Тăван çĕршыв çийĕнчи тÿпе яланах тăнăç та уяр пултăр!

Сире телей, çирĕп сывлăх, ăнăçу тата мĕнпур лайăххине сунатăп!

М.ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

 

Хисеплĕ ветерансем, тыл ĕçченĕсем!

Сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр!

Аслă Çĕнтерĕве туптанă çĕрте Елчĕк халăхĕн тÿпи питĕ пысăк. Районти кашни килтен, пурĕ 8 пин ытла вăйпитти çын вăрçă хирне тухса кайнă. Шел пулин те вĕсенчен çурри кăна Çĕнтерÿпе килĕсене таврăннă. Яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсем, ача-пăча Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-халне шеллемен. Вăрçăпа юхăннă хуçалăха ура çине тăратас ĕçре те пирĕн халăх кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă.

Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн пирĕн 3 ентеш — Семен Алексеевич Андреев, Александр Филиппович Беляев, Николай Петрович Иванов Совет Союзĕн Геройĕ ятне, çĕршер салтакпа офицер орденсемпе медальсене тивĕçнĕ.

Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне, мирлĕ пурнăçпа çутă малашлăха сыхласа хăварма пултарнăшăн ветерансем умĕнче çĕре çитиччен пуçăмăрсене таятпăр.

Шел пулин те, ветерансен шучĕ çулсерен чакса пырать. Паянхи куна вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансем районта 15-ĕн çеç пурăнаççĕ.

Çавăн пекех вăрçă участникĕсен 80 арăмĕ, 505 тыл ĕçченĕ пурăнать. Манар мар вĕсем çинчен, ытларах тимлĕх уйăрар, май килнĕ таран пулăшар.

Хаклă ентешсем, вăрçăпа тыл ветеранĕсем! Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, тăнăç пурнăç сунатпăр.

Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе сире пурне те!

И.ВАСИЛЬЕВА,
Елчĕк район пуçлăхĕ.
Н.МИЛЛИН,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code